“Тăваннисем пек юратаççĕ”
Пирĕн республикăра ют ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемье сахал мар. Пĕрисем икĕ е ытларах шăпăрлана тăван ачи пек ÿстереççĕ. Хăшĕ-пĕрин ырă ĕç тунă çынсене сивлеме чĕлхи çаврăнать. Вĕсен шухăшĕпе - ачасене укçа-тенкĕшĕн илнĕ имĕш. Анчах Çĕр çинче утакан-чупакан пĕчĕк чуна нухратпа епле виçейĕн? Ачана усрава илнĕ мăшăр çуралнă-çуралманах нуша курнăскерсене телейлĕ тума, тĕрĕс воспитани пама, çĕр-шыва юрăхлă çын ÿстерме тăрăшать. Йĕпреç районĕнчи Березовка ял тăрăхĕнче тĕлĕнмелле ырă çемьесемпе паллашма тÿр килчĕ.