Кил ăшши

27 Авăн, 2014

«Ача çуртĕнче юлмастăп, атте-анне патне каятăп»

"Пирĕн килте юсав ĕçĕсем вĕçленмен-ха. Залта йышăнăпăр сире", - терĕ Надежда Владимировна телефонпа çыхăнсан. Тепĕр кунхине Çĕрпÿ районĕнчи Янтушри Андреевсем патне çитсе те тухрăм. Вĕсем 6 ача çитĕнтереççĕ. Тăван мар пепкесемшĕн чун ăшшине шеллемеççĕ Владимир Валентиновичпа Надежда Владимировна.

26 Авăн, 2014

Чылай сипленсен Арина калаçма хăнăхнă

"Пăру е вăкăр туянасшăн?" - ыйтрĕç Вăрнар районĕнчи Çĕньялсем Ананьевсем ăçтарах пурăннипе кăсăклансан. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраканскерсем патне çынсем час-часах çак ыйтупа килеççĕ-мĕн. " Вĕсен пÿрчĕ колхоз сачĕ пулнă вырăнта, сылтăмалла пăрăнмалла", - çул кăтартрĕç кинемейсем.

28 Çу, 2014

Шăпăрлансем шавланă чух Шăплат шăпланмĕ

Шупашкар енчен Вăрмар районне пырса кĕрсенех Энтриял ял тăрăхĕн территорийĕ пуçланать. Шăплат та, Хусан енне тăсăлакан трассăран 6-7 çухрăм шаларах вырнаçнăскер, унăн шутĕнче. Эпĕ пырса çитнĕ чухне кунта Çĕнтерÿ кунне халалласа митинг иртетчĕ.

30 Ака, 2014

“Ялти чи сăпайлă çемье”

Çапла каларĕç Шăмăршă районĕнчи Ярăславра пурăнакан Морозовсем пирки çав тăрăхра пурăнакансем. Тата: «Ачисем те пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче», - хушрĕç ентешĕсем.

Pages