Кил ăшши

10 Раштав, 2014

Ăшă йăва

Елена Евлампьева 2006 çулта мăшăрне çухатнă. Хĕрĕпе Наташăпа çеç тăрса юлнă. Çапах пуçне усман вăл. Тăватă пĕртăвана хăй хÿттине илнĕ. Анатолий, Ангелина, Алексей тата Никита телей тупнă Евлампьевсен çуртĕнче. Елена Владимировнăна ачасен амăшĕ темелле. Хăй вара воспитатель ĕçне пурнăçлать.

Пур - пĕрле, çук - çурмалла

28 Чÿк, 2014

“Пире интерната ан парăр”

Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Надежда Мурзина мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Шел те, каярахпа тĕрлĕ сăлтава пула Надежда Егоровна упăшкинчен уйрăлнă. Анастасийăпа Екатерина ăшă çунат айĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ: пĕри - 25-ре, тепри 23 çулта.

7 Чÿк, 2014

“Пурнăçра кирлине вĕрентме тăрăшрăмăр”

Хĕрарăм - кил вучахĕн управçи, арçын - çемьене тăрантараканĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн çывăхран та çывăх çын, кил-çурт вара çĕр çинчи чи-чи хăтлă кĕтес пулса тăмалла. Çутçанталăк хушнă йăлапа çапла йĕркеленмелле пек пурнăç... Анчах темшĕн тÿнтерле ÿкерчĕк те сахал мар: кун-çул панă çыннисем тĕпренчĕкĕсене пăхманнинчен хăрушăраххи çук та пулĕ. Шел, атте-аннене суйламаççĕ.

17 Юпа, 2014

“Манăн та 10 ача пулĕ”

Кил-çурт ача сассипе илемлĕ. Шăпăрлансем выляни, кулни, савăнса алхасни... Çакăнран хаклăраххи мĕн пултăр? Удмурт Республикинчи Сарапул хулинче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Любовь Александрова хĕр чухне амăшне çапла каланă: «Манăн та 10 ача пулĕ».

3 Юпа, 2014

“Алешăпа Нинăран хакли никам та çук”

Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри Клавдия Ермолаевăпа Семен Никифоровăн килĕнче 32 çул ача-пăча сасси илтĕнмен. Çак хуйхă вĕсене епле асаплантарниФне сăмахпа çырса кăтартаймăн. 60-ти хĕрарăм упăшкипе канашланă та Çĕмĕрлери ача çуртне çул тытнă.

Pages