Халăх куçĕ…
Сергей Мышев кун-çулĕ телекуравпа тачă çыхăннă: «Чăваш Ен» ПТРКра вăл 34 çул ĕçленĕ. Ăна пурте юратнă: кăларăмсен геройĕсем те, корреспондентсем те, операторсем те, республика çыннисем те. Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ахальтен мар ун пирки хăйĕн пĕр сăввинче «Халăх куçĕ» тенĕ. Ĕçтешĕсем Сергей Ивановичăн сăмахне, шухăшне хисепленĕ, мĕншĕн тесен вăл телевиденири чи опытлă специалистсенчен пĕри пулнă. Çавăнпах ăна чи яваплă командировкăсене кайма шаннă. Ырă кăмăлĕшĕн, хĕрлĕ çÿçĕшĕн Сергей Мышева ăшă хĕвелпе танлаштарнă.