Комментари хушас

18 Кăрлач, 2019

Ăста журналист, пултаруллă çыравçă, шанчăклă юлташ

…тата пысăк чун-чĕреллĕ, анлă тавра курăмлă чăн-чăн Этем. Пĕлекенсен асĕнче шăпах çакăн пек çырăнса юлнă Герман Желтухин. Унăн çутă сăнарне ĕçтешĕсем те, тус-пĕлĕшĕ те, хаçат-журнал тусĕсем те ăшăпа аса илеççĕ…

Сăмахĕсем хаклăччĕ, пахаччĕ

— Сап-салам!
Герман Николаевич кирек кампа та çапла сывлăх сунатчĕ. Унăн кăмăллă сасси, çынпа ырă сунса калаçни темле хытă чуна та çемçететчĕ. Халĕ те, çак салам сăмахĕсене юлашки хут илтнĕренпе чылай çул иртнĕ пулин те, вĕсем хăлхарах янăраççĕ, аса илÿсен авăрне туртаççĕ…
Çуллаччĕ ун чухне. Вăхăт кăнтăр еннелле сулăннăччĕ. Ĕç пÿлĕмĕнчи телефон сасартăк шăнкăртатма пуçларĕ.
— Герман Желтухин-ха ку, — кăмăллă сасă илтĕнчĕ. Манпа калаçакан кам пулнине «сап-салам» тенине илтсенех ăнлантăм. Çапла сывлăх сунакана ку тарана çитсе те пĕр ăна кăна пĕлетĕп. — Пĕр очерк ярса панăччĕ те. Пичетленмен-ши?
«Хыпар» хаçатăн çĕнĕ номерне васкасах чăштăртаттарма пикентĕм.
— Çук, — кăмăллă калаçакан çынна кÿрентересрен асăрханса хуравлатăп.
— Юрать-ха, юрать. Пичетленĕ-ха, черет çитмен пулĕ…
Çавăн чухне Герман Николаевич ман пата ăнсăртран лекнĕ-ши е ятарласа шăнкăравланă-ши? Пĕлместĕп, анчах çакăн хыççăн унпа час-часах калаçма пуçларăмăр. Вăл манăн статьясене вуласа пыни çинчен пĕлтеретчĕ. «Хĕрĕм, çак вырăнта капларах çырнă пулсан аванрах пулатчĕ», — ăс паратчĕ вăл. Маншăн, журналистикăра тин ĕçлеме пуçланă çамрăкшăн, калем ăстин сăмахĕсем темрен хаклăччĕ, пахаччĕ.
Çав вăхăтра Герман Николаевич, йывăр чир ураран ÿкернĕрен, Пичет çуртне килсе çÿрейми пулнăччĕ ĕнтĕ. Апла пулин те вăл чун-чĕрипе унтахчĕ, ĕçтешĕсен, пĕлĕшĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе кăсăкланма пăрахманччĕ…

«Çынлăхĕ тапса тăратчĕ»

Анатолий ДАНИЛОВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика кафедрин пуçлăхĕ:
— Хам пултарулăх çулĕ çине тăнăранпах Герман Желтухинпа туслă çыхăну тытнă. Маншăн вăл яланах çывăх юлташ, вĕрентекен пулнă. «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцине практикăна пырсан пĕрремĕш пулăшакан вăл пулчĕ. Тĕрĕссипе, вăл пĕр мана кăна мар, мĕн пур çамрăка Турă панă пултарулăха аталантарма, професси ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшатчĕ, хавхалантаратчĕ. Студентсем аслă юлташне питĕ юрататчĕç, хисеплетчĕç, ун патне килне те çÿретчĕç. Хисеплĕ доцент патĕнче курс ĕçĕсем, диплом ĕçĕсем çыракансем йышлăччĕ. Пирĕн студент Герман Кудрявцев хăйĕн çинчен те диплом ĕçĕ çырчĕ. Чăннипех те, пултаруллă наставник, педагог вăл. Герман Николаевичăн биографийĕ те, пултарулăхĕ те питĕ пуян. Ун пирки уйрăм аса илÿсем кăна çырмалла мар. Вăл тата та сумлăрах ĕçсене тивĕçлĕ.
Герман Желтухин чăваш журналистикин аталанăвĕшĕн нумай ĕç туса хăварчĕ. Вăл — университетра журналистика факультетне уçма пулăшакансенчен пĕри, кафедрăн пĕрремĕш йышĕнче пулнă. 1995 çултан пуçласа мĕн пурнăç вĕçне тухичченех пирĕн кафедрăпа тачă çыхăнса ĕçлерĕ. Хисеплĕ доцент. Пултарулăх студине ăнăçлă ертсе пыратчĕ, Пичет çуртĕнче те вăл сту-дентсемпе ĕçлетчĕ. Унăн умĕнче эпир журналистика ĕçне тытса пыма пулăшнăшăн пуç таятпăр, ăна яланах лайăхпа асăнатпăр.
Çырас ăсталăхĕ те питĕ пысăкчĕ. Чуна пырса тивекен тĕрленчĕксемпе очерксем шăрçалатчĕ, интервьюсене питĕ ăста хатĕрлетчĕ. Сăввисем те интереслĕччĕ. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларатчĕ, ыттисене те хавхалантаратчĕ. Пĕр вăхăт «Тăван Атăл» журнала журналистика факультетĕнче кăларса тăтăмăр. Ун чухне шăпах компьютер технологийĕ çине куçса пыраттăмăрччĕ. Эпир кăшт маларах техникăпа пуянланнăччĕ. «Тăван Атăл» номерĕсене факультета килсе хатĕрлетчĕç. Çак ĕçе Герман Николаевич студентсене те явăçтаратчĕ. Тĕрĕссипе, йывăр вăхăтра журнала Герман Николаевич çăлса хăварчĕ.
Журналистикăри пултарулăхĕпе те вăл тĕслĕх вырăнĕнче тăнă. Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин премийĕсен комиссийĕн членĕ пулнă вăл.  Тулли верси...

КĔСКЕН
1945 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Туканаш ялĕнче çуралнă. 1971 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетне пĕтернĕ. Студент çулĕсенчех «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçланă, 1978 çулта Чăваш кĕнеке издательствин редакторне вырнаçнă. 1981 çулта «Тăван Атăл» журнал редакцине куçнă, 1998-2005 çулсенче — тĕп редактор, 2005-2006 çулсенче — шеф-редактор, 2006 çултан проза пайĕн пуçлăхĕ пулнă. 1995-2010 çулсенче — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн доценчĕ.
«Ăшă сывлăм» /1984/, «Кашмаш çăлтăрĕсем» /1986/, «Юханшывăн ик çыран» /1987/, «Салам, уй-хир» /1989/, «Юрататăн пулсан…» /2006/, ытти кĕнеке авторĕ.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /2005/, Çемен Элкер /1986/, Леонид Ильин премийĕсен лауреачĕ /2015/. СССР Журналистсен союзĕн членĕ /1977/, СССР Писательсен союзĕн пайташĕ /1989/.
2016 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.