Асрах эсĕ, Леня, асрах…
Хăйĕн хайлавĕсенче вăл ял хуçалăхĕнчи çивĕч ыйтусене хускатнă, тăван тавралăха сыхлассине пысăк тимлĕх уйăрнă, унăн радиокăларăмĕсене халăх юратса итленĕ. Чăваш Енре, ахăртнех, вăл çитмен кĕтес юлман. Пур çĕртен те çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ сюжетсем илсе килнĕ. Леонид Ильин хăй хыççăн çĕр-çĕр радиокăларăм çеç мар, вун-вун çуллăх ырă ят хăварнă. Пултаруллă журналистăн сăнарĕ ĕçтешĕсемпе пĕлĕшĕсен, ун патĕнче ăсталăхне туптанă студентсен, ăна пĕлнĕ çынсен асĕнче паян та çуттăн упранать…
Арсений ТАРАСОВ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ:
— Леня — чи çывăх юлташсенчен пĕри. Пирĕн туслăх вăл университета вĕренме килсен пуçланчĕ. Эпир, 3-мĕш курссем, вĕсене студента илтĕмĕр. Эпĕ хавхалантарнăранах вăл пурнăçне радиопа çыхăнтарчĕ, чăн-чăн радиожурналист пулса тăчĕ. Чунне парса ĕçлетчĕ, ялан çĕнни шыратчĕ. Кирек кампа та — ахаль рабочи-и, пуçлăх-и — калаçма пĕлетчĕ. Икĕ-виçĕ ыйту хыççăнах лешсем чунĕсене уçатчĕç. Леня тата радиофильмсем тума ăстаччĕ. Акă фермăра хĕрсем савăнăçлăн кула-кула ĕне сăваççĕ, витресем чăнкăртатаççĕ, сĕт чăр-чăр туса витрене юхать… Итлесе кăна ларатăн-ха, курмастăн. Анчах фермăри çак ÿкерчĕк йăлт куç умне тухса тăрать.
Халăх килĕштеретчĕ ăна. Çутă, таса чунлă, çынна усал сунманран ĕнтĕ. Районсене эпир ялан тăваттăн — Сергей Мышев оператор, эпĕ, Леня тата Юра Иванов водитель — çÿреттĕмĕрччĕ. Ял çыннисем мана, телевиденире ĕçленĕрен, тÿрех палласа илетчĕç: «Арсений Тарасов килнĕ!» — тетчĕç. Куратăп: Леньăн сăнĕ тĕксĕмленет. Кăшт вăхăтран пĕр-икĕ сăмах хушатчĕ çеç, çынсем: «Эсĕ Леня Ильин мар-и?» — тесе ыйтатчĕç. Савăнатчĕ вара. Ара, кашнинех хăйне паллаттарас килет-çке. Телекурава куçма темĕн чухлĕ тархасларăм, анчах ÿкĕте кĕртеймерĕм. Радио ĕçнех юрататчĕ вăл. Радио вара — питĕ кăткăс жанр. Унти ăнăçулăх йăлтах сасăран килет.
Аркадий Айдак питĕ хисеплетчĕ ăна. Нихăçан та вăл Леньăна ятпа чĕнмен, яланах, студент чухне те, «Леонид Иванович» тетчĕ. Пĕррехинче Леньăсем патне хăнана кайнăччĕ, Шупашкара каялла таврăнма улăхра самолет кĕтсе выртатпăр. Айдак таçтан пĕлнĕ, вĕçтерсе çитрĕ. «Яла килнĕ, кĕмесĕр каятăр. Эпĕ сире хисеплетĕп, эсир мана хисеплеместĕр!» — тесе тустарчĕ кăна.
Паян Леня çумра çуккишĕн питĕ кулянатăп. Вăл юлташĕсене, радиора питĕ кирлĕ çынччĕ. Ĕмĕчĕ-тĕллевĕ питĕ пысăкчĕ унăн.
Галина ВАСТРЮКОВА, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
— Леня уйрăмах хăйсен тăрăхне питĕ юрататчĕ, унти ĕçсем çинчен каласа кăтартма тăрăшатчĕ. Етĕрне районĕнчи Ачак çĕрĕ Аркадий Айдакпа çыхăннăран — пысăк ятлă-сумлăччĕ. Çавăнтан тухнишĕн вăл хăйне мăнаçлăрах туятчĕ. Тĕрĕссипе, республикăра Леня çитмен ял сахал пулĕ. Вăл питĕ хăвăрт çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ. Вăтанса тăмастчĕ. Тем вăхăтра район пуçлăхĕсемпе калаçса татăлатчĕ, вĕсем пире материал хатĕрлеме ертсе çÿретчĕç. Леня тата хуçалăхсемпе, шкулсемпе, интереслĕ çынсемпе тĕлпулусем йĕркелеме юрататчĕ. Çĕнĕлĕхсем шыратчĕ, çынсене мĕнпе те пулин тĕлĕнтермеллеччĕ унăн. Эпир, Радио çуртĕнче ĕçлекенсем, пĕр çемьери пек, пĕр-пĕрин хушăмĕ пек питĕ туслă пурăнаттăмăрччĕ. Уявсене яланах пĕрле ирттернĕ. Çав çулсенче коллектива Николай Дубинин ертсе пыратчĕ. Вăл питĕ юрлама юрататчĕ. Çавра сĕтел хушшине пухăнса ларат-тăмăр. Варринче яланах Николай Михайлович пулнă. Мĕн пур уява вăл кĕреке юррипе пуçлатчĕ. Леня конкурссем ирттерме ăстаччĕ. Пĕррехинче, пушăн 8-мĕшĕ тĕлне, арçынсем пĕчĕк акăшсен ташшипе тĕлĕнтерчĕç. Хăйсем шап-шурă марльăран çĕленĕ, крахмалпа хытарнă юбкăсем, чешкăсем тăхăннă... Пуçаруçи те Ленях пулнă пуль-ха. Тата вăл сĕннипех уяв сĕтелне килте хатĕрленĕ апат-çимĕçпе тултараттăмăрччĕ. Мана яланах сăра вĕретсе килме хушатчĕ. Тата пĕр çулхине Леня Радио çурчĕн картишне чăрăшсем килсе лартрĕ. Кăшт вăхăтран — беседка. Эпир тавралăха чечексемпе илемлетрĕмĕр. Çав вырăн пуриншĕн те юратнă вырăн пулса тăчĕ. Арçынсем унта пирус туртма пухăнатчĕç, хĕрарăмсем калаçса ларма тухатчĕç.
Темле вăй Леньăна пурăнма васкататчĕ. Тен, туйнă хăй иртерех каясса. Унта ĕлкĕрмелле унăн, кунта васкамалла. Юлашки тĕлпулăва та астăватăп. …Тунтикун ирхине ирех ялтан килетĕп, планеркăна васканăран чупнă пек пыратăп. Аякранах Радио çуртне хура тутăр çыхнă икĕ хĕрарăм кĕрсе кайнине асăрхарăм. Чĕре йăш! турĕ. Мĕн пулнă-ши? Кĕтĕм те, хĕрарăмсем вахтерпа калаçаççĕ. Çав хыпара мĕнле илтрĕм — куç хуралса килчĕ. Эпĕ ăна эрнекун кăна куртăм-çке, киле кайнă чухне фойере калаçса уйрăлтăмăр. Вăл ним пирки те мар, ĕç çинчен калаçрĕ. Планĕсем пысăкчĕ…
Леня асра юлакан кăларăмсем хатĕрлетчĕ, халăх юрататчĕ вĕсене. «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Сирĕн яла пырса кĕрсен», ыттисем… «ИНМ» /Ильин — Никитин — Морозов/ программа йĕркелерĕç тата. Шел, кайма та çавăн пек йĕркепе кайрĕç. Чиркĕве кайсан кашнинчех вĕсене çурта лартса асăнтаратăп. Пĕрле ĕçленĕ çынсем, çулсем пăрмаях асăма килеççĕ...
Леонид Иванович Ильин 1957 çулта Етĕрне районĕнчи Анат Ачак ялĕнче çуралнă. Ленинградри патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 1983-2003 çулсенче «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанире ĕçленĕ. Пултаруллă журналист çут тĕнчерен кайнă хыççăн Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕ тата Етĕрне районĕн администрацийĕ Леонид Ильин ячĕллĕ преми çирĕплетнĕ. Малалла вулас...
Валентина БАГАДЕРОВА.
Комментари хушас