Комментари хушас

13 Ака, 2018

Ырă чĕреллĕ вăйлă çын…

Çырас кăмăлĕ вĕресе тăратчĕ… Ĕçченлĕхĕпе ырă кăмăлĕ тĕлĕнтеретчĕ… Пурнăçĕ ырлăх таппинчен тăратчĕ… Калеме алăран вĕçертместчĕ… Çак сăмахсем чăваш журналистикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Аркадий Казанов пирки. Анчах, шел те, вĕсене иртнĕ вăхăтра калама тивет…

Хаçат - чи хаклă тупра

Ĕмĕр иртет, кун юлать — пурнăç саккунне хирĕç утаймăн. Пĕрисем çут тĕнчене килеççĕ, теприсем каяççĕ… «Хыпар» хаçат редакцийĕнче 1969-2000 çулсенче ĕçленĕ Аркадий Петрович çĕре кĕнĕренпе кăçалхи нарăс уйăхĕнче пилĕк çул çитрĕ.
…А.Казанов журналистикăна çартан таврăннă хыççăн кĕрсе кайнă та пĕтĕм пурнăçне çак ĕçре ирттернĕ. Малтан Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав», Канаш районĕнчи «Коммунизмшăн» хаçатсен редакцийĕсенче вăй хунă. Унтан — «Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»/. Республика хаçатĕнче ĕçленĕ çулсенче вăл аслă корреспондентран тĕп редактора çитнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан та аллинчи калемне пăрахман.
Аркадий Петровичпа ĕçлеме тÿр килмен мана. Анчах редакцие килсе çÿренине куллен тенĕ пекех курнă. Вăл «Хыпарăн» çĕнĕ номерне алла тытни вара нихăçан та асран тухас çук. Хаçат уншăн хаклăран та хаклă тупра вырăнĕнче пулнă тейĕн. Аркадий Петрович ĕçлеме пăрахсан та çырма чарăнман, хайлавĕсем «Хыпарта» час-часах пичетленетчĕç. Çав номерте хăйĕн калавĕсем, тĕрленчĕкĕсем пуртан хаклă пуль тесе шухăшлаттăм. Çук иккен. Кирек хăш кăларăма та вăл алла тытсанах çăтса ярасла тишкерме пуçлатчĕ. Пурнăçĕ «Хыпарпа» тачă çыхăннăран хаçат уншăн ха-клă пулнине каярахпа ăнкартăм…

Кулленхи пурнăç çыравçи

— Питĕ нумай ĕçлетчĕ çав. Килте те кăшт пушă вăхăт тупăнсанах сĕтел хушшине кĕрсе ларатчĕ, — мăшăрĕн Лидия Григорьевнăн асĕнче те чи малтан ĕçпе çыхăннă самантсем çырăнса юлнă. — Хаçат тухнă кунсенче дежурнăй пулнă чухне вара питĕ кая юлса килетчĕ. Анчах эпĕ ăна çакăншăн нихăçан та ÿпкелемен. Ĕçĕ çăмăл маррине питĕ лайăх ăнланнă.
Мăшăрĕ Аркадий Петровича ăнланнă çеç мар, яланах пулăшса пынă. Аркадий Казанов халăхра прозаик тата публицист пек те паллă. Унăн политикăпа общество, моральпе этикăн çивĕч ыйтăвĕсене хускатакан калавĕсемпе повеçĕсем кирек хăш самана çыннисемшĕн те кăсăклă. Вăл — 12 кĕнеке авторĕ. «Ачалăх сукмакĕсем», «Чун йыхравĕ», «Ир ларнă хĕл», «Кашкăр юрттиллĕ этем кĕрчĕ», «Ватă йăмра вилĕмĕ», «Каçхи мĕлке», «Тĕнче ытамĕ сарлака» тата ыттисене вуламан çын сахал-тăр. Çак ĕçсем вулакан патне çитме пултарнинче Лидия Григорьевнăн тÿпи те пур: вăл мăшăрĕ шăрçаланă йĕркесене малтанхи вăхăтра машинкăпа, кайран компьютерпа пичетлесе панă.
— Çак кĕнеке кун çути курасса питĕ кĕтрĕ те… — сĕтел çине «Ырлăх таппи» кĕнекене кăларса хунă май калаçрĕ Лидия Григорьевна. — Ăна журналистăн, çыравçăн çул çырав очеркĕсем тесе хаклама пулать. Тĕрлĕ çулсенче çырнă статьясене пухса хатĕрленĕскер вăл. Аркадий Петровичăн ĕмĕтне сая ярас темерĕм, кĕнекене вăл кайнă хыççăнах 2013 çулта пичетлесе кăлартăм.
Лидия Григорьевна мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн унăн тата тепĕр икĕ кĕнекине — «Çĕнĕ туссем» тата «Шÿтлĕ сăмах — тÿр сăмах» — кун çути кăтартнă.

Аса илÿ ан иксĕлтĕр

Казановсем 53 çул пĕрле пурăннă. Çирĕп, туслă çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха?
— Чи малтанах пĕр-пĕрне хисеплемелле. Тата мăшăр мĕнпе кăсăкланнине пĕлсе тăмалла, ăна пулăшса пымалла. Вăт çавăн чухне телей пулать. Пур-çукшăнах вăрçăнсассăн, урлă-пирлĕ калаçсассăн, пĕр-пĕрне усал сăмахсемпе кÿрентерсен мĕнле телей пултăр? — çур ĕмĕр ытла çемье ăшшине упраса, хăват парса пынă хĕрарăм сăмахĕсене хирĕç мĕнех калайăн? Вĕсенче тĕрĕслĕх çеç тапса тăрать.
…Лидия Григорьевнăпа Аркадий Петрович пирки чылайччен калаçса лартăмăр. Анчах унран мăшăрĕ пирки пĕр усал сăмах та илтĕнмерĕ. Пахчара çума-çумăн тăрса ĕçленисене, тăван ялĕсене — Вăрмар районĕнчи Аслă Пинере тата Кавала — кайса çÿренисене, Çимĕкре масар çине тухнисене, пурнăçри тата ытти паллă саманта аса илчĕ Лидия Григорьевна. Малалла вулас...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.