Халăх куçĕ…

17 Кăрлач, 2020

Сергей Мышев кун-çулĕ телекуравпа тачă çыхăннă: «Чăваш Ен» ПТРКра вăл 34 çул ĕçленĕ. Ăна пурте юратнă: кăларăмсен геройĕсем те, корреспондентсем те, операторсем те, республика çыннисем те. Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ахальтен мар ун пирки хăйĕн пĕр сăввинче «Халăх куçĕ» тенĕ. Ĕçтешĕсем Сергей Ивановичăн сăмахне, шухăшне хисепленĕ, мĕншĕн тесен вăл телевиденири чи опытлă специалистсенчен пĕри пулнă. Çавăнпах ăна чи яваплă командировкăсене кайма шаннă. Ырă кăмăлĕшĕн, хĕрлĕ çÿçĕшĕн Сергей Мышева ăшă хĕвелпе танлаштарнă. Туслăха хисеплекенскер, сăпайлă та малашлăха оптимистла пăхаканскер ыттисене те пурнăçа, ĕçе юратма хавхалантарнă. «Яланхи пекех маттур пул, Çеруш!» «Сережа! Сана халăх тахçанах чи хисеплĕ ят панă!» «Йăлтах кадрсенчен килет!» Çак сăмахсене ĕçтешĕсем Сергей Ивановича 50 çулхи юбилейпе саламласа çырнă. Шел, кун- çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ: 2016 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче унăн куçĕ яланлăхах хупăнчĕ. Тин 55 çул тултарнăччĕ…

Лариса МЫШЕВА, мăшăрĕ:
— Ĕмĕрĕ питĕ кĕске пулчĕ, йăлт çапса хуçрĕ. Эпĕ хăть юрĕ-ха, çамрăк мар, хĕрачана вара йывăр. Ашшĕпе питĕ çывăхчĕ вĕсем. Шкул вĕренсе тухса кайрĕ — эпĕ пĕрре те унăн урокĕсене тĕрĕслесе курман. Пĕтĕмпех Сергей. Кухньăра та иккĕшĕ аппаланатчĕç. Апат хатĕрлетчĕç, чашăк-кашăк çăватчĕç. «Иккĕн мĕн тума пулать унта?» — тесе тĕлĕнеттĕмччĕ вара. Çиччас урама уçăлма тухса каятчĕç. Кунĕпе ашшĕпе пĕрлеччĕ. Шел, хĕрĕм ашшĕпе савăнса юлаймарĕ.
Сергей хăй те хĕрĕпе мухтанатчĕ. Командировкăсене кайсан та тĕлĕкре те Наташăпа калаçать, çул çинче те хăть ăçта кайсан та Наташа пирки каласа кăтартать тетчĕç ĕçтешĕсем. Ачи вăл пурин те пур-ха та...
«Анне, вăт санпа ĕçлеме лайăх, аттепе вара — шухăшлама», — тетчĕ Наташа. Çапла, пире вăл «атте, анне» тесе чĕнет. Эпир ăна «яла кайсан чăваш ачисемпе мĕнле ĕçлĕн тесе» пĕчĕкрен чă-вашла калаçма вĕрентсе ÿстернĕ.
Эпĕ хама чăн-чăн чăваш тетĕп- ха. Манпа танлаштарсан, Сергей — чунпа чăваш. Вăл хулара çуралса ÿснĕ, пĕчĕк чухне вĕсене чăвашла калаçтарман, пĕр сăмах та пĕлмен. 35-37 çулсенче тин чăвашла калаçма вĕреннĕ. Юратнă сăмахĕ пурччĕ унăн. Савăнса калаçнă чухне те, вăрçăнсан та «каптăрма» тетчĕ.
…Сергейпе эпир Олег Цыпленковăн пĕрремĕш экспедицийĕнче тĕл пулнă. Эпĕ ун чухне Па-тăрьелти ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕн директорĕнче ĕçлеттĕм.Çул çÿреве кайма йыхравласан хаваспах килĕшрĕм. Сăвара çитрĕмĕр. Каçхине ташă уявĕ пекки пулчĕ. Вăт унта Сергейпе ташларăмăр. Тепĕр çул та, виççĕмĕш хут та экспедицие пĕрлех кайнă. Тăрсан-тăрсан Патăрьеле ÿкерме килетчĕç. Тата тепĕр çĕрте курнă пуль. Пĕррехинче ĕçе Игорь Ульянов кĕрсе тăчĕ. «Салам калама килтĕм. Сергей Иванович Етĕрнене кайнă-ха», — тет. Çапла саламсем кĕрсе каласа хăваратчĕç. Турслетсем ирттереттĕмĕр. Пĕррехинче Сергей Мышевпа Петр Сидоров манăн турслета ÿкерме пынă. Кайран тата Çеçпĕл Мишшин 95 çулхи юбилейне уявлама Украинăна кайса килтĕмĕр. Майĕпен пирĕн туслăх çирĕпленсех пычĕ. Çичĕ çултан вара çемье çавăртăмăр. Сергей пирĕн туя та Пăлхарта ирттересшĕн пулнă. Анчах кун пирки кайран тин каларĕ. «Мĕншĕн маларах каламарăн-ха? Килĕшеттĕмччĕ паллах», — тетĕп. Вăтанчăкчĕ çав. Хĕрача та ун пекех шăпăрт. Эпĕ хам вĕри те.
Сăн ÿкерчĕксене пăхатăп та… Кашнин çинче тенĕ пекех Сергей камерăпа тăрать. Чăнах та, камерине вăл темрен те ытларах юратнă пулĕ. Камера уншăн Турă вырăнĕнчех пулнă. Ача чухне вăл тата сăн ÿкерчĕксемпе кăсăкланнă. Тем тĕрлĕ фотоаппарат та пулнă унăн. Тата кино курма юратнă. Ирхине ирех «Мир» кинотеатра пĕрремĕш сеанса тăр пĕччен кайса ларатчĕ тет. Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. Амăшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Сергей аппăшне нумай пулăшнă. «Шăллăм пулман тăк ачасене ÿстереймен пулăттăм», — тет вăл час-часах. Ватлăхра ашшĕне те пăхрĕ. Манăн атте те пирĕн патрах пурăнчĕ. Ватăсемпе ытларах Сергейччĕ.
…Телеоператорăн ĕçĕ çавнашкал ĕнтĕ: таçта та тухса çÿремелле. Мĕнле кăна хулара пулман-ши Сергей? Ют çĕршывсене те çитнĕ. Унта-кунта каймалла тенĕ чухне мана: «Уй, эсир Сергей Ивановича ярăр ĕнтĕ», — тетчĕç. Пирĕн нихăçан та çавăн пек чарасси-тăвасси пулман. Хăть те ăçта — хăть тĕнче хĕрне — эпĕ те, вăл та тухса кайма пултарнă. «Нивушлĕ çапла кăларса яма хăрамастăн?» — тесе ыйтатчĕç тата теприсем. Кĕвĕçесси нихăçан та пулман. Каймалла тăк — каймалла.
Кăларăмсем хатĕрлеме районсене нумай кунлăха тухса каятчĕç. Пире те, Наташăпа иксĕмĕре, пĕрре мар илсе кайнă. Хамăр тĕллĕн те — ашшĕне кĕтсе илмелле тенĕ пек — юлашки кунĕнче хĕрĕмпе тухса вĕçтереттĕмĕр.
Халĕ Наташа ашшĕ, эпĕ пулнă хуласене, вырăнсене çитсе курасшăн. Пĕлтĕр акă ятарласа Украинăна, Остер хулинчи Çеçпĕл музейне кайса килчĕ. Унта вăл эпир алă пусса хăварнисене шыраса тупнă, ÿкерсе килнĕ. Наташа çуралсан Сергей Парижа кайса килнĕччĕ. Эпĕ ун умĕн пулнă. Хĕрача та унта çитсе килчĕ. «Кăтарт-ха аттен сăн ÿкерчĕкне. Эпĕ те çав вырăнта сăн ÿкесшĕн», — тенĕччĕ çула тухас умĕн.
…Кăмăлĕ ырăччĕ ĕнтĕ Сергейĕн. Никампа та вăрçăнса курман. Питĕ лăпкăччĕ. Пурăнмаллаччĕ те пурăнмаллаччĕ.

Игорь УЛЬЯНОВ, «Чăваш Ен» ПТРК телеоператорĕ, ĕçтешĕ:
— Вун пилĕк çула яхăн пĕрле ĕçлерĕмĕр. Тĕрĕссипе, эпĕ унран вĕренсе пынă. Яланах пулăшма хатĕрччĕ вăл. Кирек епле ыйтупа пыр ун патне — нихăçан та хирĕçлемен, çук тесе каламан. Питĕ çутă çынччĕ. Сергей Мышев — хăй истори, телекурав аталăнăвĕ унпа çыхăннă. Унăн ăсталăхне, пултарулăхне курса телеоператорсен темиçе ăрăвĕ çитĕннĕ. Вăл тата Володя Сергеев телекураври мĕн пур оператора пĕрлештерсе тăракансем пулнă. Сергей Мышев яланах чунне парса ĕçлетчĕ, кăларăмсене çынсем валли тума тăрăшатчĕ. Эпир, çамрăксем, унран вĕренсе ун пек пулма ăнтăлаттăмăрччĕ.
Сергей хитре картинăсем тупма пĕлетчĕ. Пĕррехинче Патăрьел районне Александр Васильевăн «Выля, хут купăс» кăларăмне ÿкерме кайрăмăр. Каçхи вун пĕр сехетчен ĕçлерĕмĕр, пурте ывăнса çитнĕ, канасшăн. Сергей Мышев вара ÿкерет, ÿкерет… Тин кăна çывăрса кайнăччĕ — вăратать. Виçĕ сехетре! «Тăр, тул çутăлса килет, — тет. — Пăх-ха, хĕвел тухăçĕ епле илемлĕ. Тыт камера, ÿкер!» Эпĕ ун чухне оператор ассистентĕнче ĕçлеттĕмччĕ. Çавăн чухне вара питĕ хитре кадрсем тунăччĕ.
Сергее чи яваплă ĕçсене шанатчĕç. Чăваш Ене Борис Ельцин килнине те, Егор Гайдара кĕтсе илсе ăсатнине те, сумлă ытти хăнасене йышăннине те ÿкернĕ вăл.

Арсений ТАРАСОВ, тележурналист, çыравçă, драматург:
— Манăн телевиденири пурнăç йăлтах Сергей Мышевпа çыхăннă. Эпир унпа пĕрле ĕçлекенсем кăна мар, пиччĕшĕпе шăллĕ пек пулнă: савăнăçа та, йывăрлăха та пĕрле пайланă, ĕçри пирки те, килти çинчен те пытармасăр калаçнă. Сергей питĕ ăста специалист, опытлă оператор. Унпа ĕçлеме те çăмăлччĕ. Вăл кăларăм авторĕ курас тенине ăнланса, туйса ÿкерме пĕлетчĕ. Унăн ĕçĕсене монтаж тунă чухне нихăçан та тарăхса нушаланман. Çамрăк журналистсене яланах Сергей Мышевпа пĕрле яратчĕç. Мĕншĕн тесен, пĕрремĕшĕнчен вăл — ăста оператор. Ăна мĕн ÿкермеллине вĕрентмелле мар, хăех лайăх пĕлет. Иккĕмĕшĕнчен — ырă кăмăллă, пысăк чунлă çын. Нихăçан та хирĕçлемест, чăркăшланмасть.
1993 çулта пире Мускава телевидени институтне виçĕ уйăхлăха вĕренме ячĕç. Эпĕ — редакторсен, Сергей операторсен курсне çÿрерĕмĕр. Ун чухне пĕтĕм çĕршыври телекурав ĕçченĕсене пуçтарнăччĕ. Пысăк çак йышра преподавательсем Сергейĕн ăсталăхне тÿрех асăрханă. Ăна Мускавра ĕçлеме питĕ хăварасшăнччĕ. Çав çулсенче çĕршыври тĕп каналсенче операторсем çитместчĕç. Анчах Сергей хăй патриот пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ: тем пек ÿкĕтлесен те юлма килĕшмерĕ.
Сергей Мышев — халăх юратăвне тивĕçнĕ çын. Халăх вĕт экрансем çинче курăнакан сăнсене ытларах паллать. Операторсем вара яланах кадр хыçĕнче, курăнмаççĕ. Апла пулин те республика çыннисем Сергей Мышева лайăх пĕлетчĕç. Пĕр-пĕр района унсăр кайсан: «Хĕрлĕ пуçа мĕншĕн илсе килмерĕр?» — тесе ыйтатчĕç.
…Сергей кайнă тени маншăн уяр кунра аçа çапнă пекех пулчĕ. Усал хыпара илтнĕ хыççăн чылайччен пă-шăрханса, кулянса çÿрерĕм. Çемье катăлнă пекех туйăнчĕ. Пурнăçра Сергейпе тĕл пулма, ĕçлеме тÿр килнĕшĕн питĕ савăнатăп. Вăл манăн кун-çула илемлетрĕ, пуянлатрĕ.

Марина КАРЯГИНА, поэтесса, прозаик, драматург, журналист:
— Сергей Мышевпа 24 çул ытларах юнашар ĕçлерĕмĕр. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн манпа пĕрле «Шевле» ачисемпе «тертленчĕ» /ыттисем «эпĕ тÿсейместĕп» тенине пĕрре мар илтнĕ/ — пĕчĕккисене ман пекех ытарайми юратса. Нумай фильм ÿкертĕмĕр: ватти çинчен те, вĕтти çинчен те. Вĕсем пурте Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри теле- тата кинофестивальсенче малти вырăнсене йышăнса тĕрлĕ преми илчĕç, иккĕшĕ — «Пока не все дома» /1998 ç./ тата «Сто лет спустя» /2013 ç./ — Халăхсен хушшинчи телефестивальсенче чи пысăк парнене, Гран- прие, тивĕçрĕç. Телевидени операторĕсен кулленех аллинче камера, журналист вара пĕрре эфирта, тепре монтажра, виççĕмĕш кунне сце-нари çырма пултарать, çавăнпа Сергейĕн те кашни кун тĕрлĕ корреспондентпа тухса кайма тивнĕ. Анчах куракансем темшĕн пире иксĕмĕр кăна ĕçленĕн куратчĕç, «сирĕн ят- хушаматăр та рифмăланса илтĕнет» тесе калатчĕç.
Чăнах та, Сергей мана мĕн кирлине çур сăмахран ăнланатчĕ, кăмăл улшăнăвне, эпĕ мĕн калассине куçран пăхсах сиссе тăратчĕ. Фильм ÿкернĕ чухне е ачасемпе кăларăм хатĕрленĕ чухне манăн режиссер та пулма тиветчĕ, ун пек чухне çумри хăнăхнă оператор сана туххăмрах ăнланакан, туякан çын пулни темрен паха. Юнашар пĕр чĕнми киленсе ĕçленĕ самантсенче эпĕ ăна хамăн пĕр пай пек, виççĕмĕш алă пек туя-туя илни те пулнă... Телевиденире пĕр-пĕрин чĕре таппине тăнламасăр ĕçлени — ĕмĕре сая яни кăна ĕнтĕ.
«Чăвашла ăнланатăн-и?» — тесе ыйтакана яланах: «Карягинăпа ĕçлесен — ăнланăн!» — тетчĕ Сергей мана савăнтарса. «Чăвашла калаç!» — тетчĕ вара юлашки çулсенче хама та, хăйĕнпе вырăсла калаçса кайсан. Хăй чи-чи ырă, хăй пек çемçе чунлă çынсене тĕл пулсан кăна, сисмесĕрех кăмăлĕпе уçăлса, чăвашла калаçса каятчĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕскер: «Манăн илемлĕ чăваш чĕлхине пĕли-пĕлми пăсас килмест, эпĕ чăвашла чи таса калаçакансемпе ĕçлетĕп вĕт!» — тетчĕ...
Халăхра çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать теççĕ. Сергей Мышев пирки те «кун-çулĕ вĕçленнĕ» тесе калама иртерех-ха. Чăваш телекуравĕн ылтăн фондĕнче, «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ тата электрон документацийĕн архивĕ» учрежденире унăн вун-вун ĕçĕ упранать. Вĕсем тележурналистика историйĕнче тарăн йĕр хăварнă Сергей Мышев телеоператор пулнине аса илтерсе малашне те сенкер экрансем çине тухĕç-ха. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.