канашлусем

22 Нарăс, 2018

Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствăн АПК, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăру улшăнăвне хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ.

20 Нарăс, 2018

Влаç бизнеса итлет тата илтет

Влаçпа бизнесăн уçă диалогĕ — çапла хакламалла-тăр республикăри инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашăн ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе иртнĕ черетлĕ ларăвне. Калаçăва «ыйту — хурав» мелпе йĕркелени пушшех енсене пĕр-пĕрне илтмешкĕн меллĕ пулчĕ. Тĕл пулăва министерствăсен, федераци службисен вырăнти управленийĕсен ертÿçисем, бизнес представителĕсем хутшăнчĕç.

19 Нарăс, 2018

Шкулсенче вырăн çитмест

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра 15 пин ача пĕрремĕш класа каймалла. Пурăнакан вырăнти шкулсене йышăнма ыйтса çыракан заявленисене электрон мелпе нарăсăн 2-мĕшĕнче йышăнма тытăннă. Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, 5,4 пин ытла заявлени йышăннă та ĕнтĕ. Иртнĕ çулхи пек хĕвĕшÿрен упранма май килнĕ.

19 Нарăс, 2018

Промышленноç кал-кал ĕçлет

Кăрлач уйăхĕнче республикăра промышленноç производствин индексĕ 115,5% танлашнă. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтерчĕ.  

6 Нарăс, 2018

Хула-яла кăçал мĕнлерех хăтлăпăр?

Паян ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов тата çумĕ — республикăн тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин Правительство çуртĕнче чи малтан ĕçе кĕртмелли «Хула ăшне хăтласси» проекта 2018 çулта пурнăçлас ыйтупа пресс-конференци ирттерчĕç.

Pages