Комментари хушас

22 Нарăс, 2018

Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствăн АПК, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăру улшăнăвне хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ.

Михаил Васильевич ларăва уçнă май ку чухнехи аталанăвăн пур майĕпе те пĕлсе усă куракан тата вăй-хала шеллемесĕр тăрăшакан хуçалăхсем тата фермерсем ял хуçалăхĕнче кăтартуллăн ĕçлесе тупăш илме пултарнине палăртрĕ. Алă вăйĕпе пурнăçланă ĕçрен хăтăлас, процессене механизацилес, автоматизацилес тесе çĕршывра темиçе млрд тенкĕ тăкакланă. «Кĕреçе, кĕрепле, катмак таврашне тахçанах музее ăсатма вăхăт, çамрăксем вĕсемпе ĕçлес çуках, — терĕ вăл. — Тупăш ытларах илес тесен продукци калăпăшне ÿстермелле, ытлашшине чикĕ леш енче сутмалла».

Пĕлтĕр республикăри ял хуçалăх организацийĕсен 86,2% /2016 ç. — 85,7%/ тупăшлă аталаннă. Рентабельноç субсидие шута илсе 15,6% çитнĕ. Ÿсĕмре патшалăх пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2017 çулта АПК 2,4 млрд тенкĕпе усă курнă /виçĕм çулхинчен 14,7% нумайрах/. Кăçалхи пулăшу 2,5 млрд тенкĕпе танлашмалла. Хресченсем çитĕнÿ хăй тĕллĕн килменнине лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа кашни тенкĕпе тĕллевлĕ усă курма тăрăшаççĕ.

2017 çулта Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕ епле ĕçленипе ЧР вице-премьерĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ.