канашлусем

2 Ака, 2018

Мура кайтăр тĕрлĕ мур!

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура республикăри эпизооти лару-тăрăвне Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов сăнларĕ.

26 Пуш, 2018

Вăтам ĕç укçи 30 пин тенке çитмелле

Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Ертÿçи Михаил Игнатьев çулталăк пуçламăшĕнчи икĕ уйăх кăтартăвĕсем аваннине палăртрĕ, хăйĕн сисчĕвленĕвне те пытармарĕ: «Çак туртăма çулталăк тĕршшĕпех тытса пыма тивет…» Ку вара пĕртте çăмăл мар. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин асăннă цифрăсем чăннипех шанăç кÿреççĕ.

19 Пуш, 2018

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Сивĕсем ниепле те парăнасшăн мар пулин çураки тапхăрĕ çитесси нумай та юлмарĕ. Çавна май уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессине ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура тишкерни вырăнлă та, вăхăтлă та.

14 Пуш, 2018

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕ черетлĕ ларăвĕ: Конституци, пошлина, хысна...

«Конституци çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси» — Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвăн кун йĕркинчи çак ыйту ячĕ янăравлă пулин те, тĕрĕссипе, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тÿрлетÿсем тееймĕн. Вĕсем федераци саккунĕсем улшăннипе сăлтавланнă. Калăпăр, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисене малашне Патшалăх Канашĕ çирĕплетмĕ — çавă çеç. Çавна май Тĕп Саккуна кĕртмелли улшăнусене тавлашмасăр ырларĕç. Çапах ларура самай калаçтарнă ыйтусем те пулчĕç.

12 Пуш, 2018

Чăваш Енре пурăнакансен ĕмĕрĕ вăрăмланнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин коллегийĕн Диагностика центрĕнче иртнĕ анлă ларăвне хутшăнчĕ.

Pages