Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕ черетлĕ ларăвĕ: Конституци, пошлина, хысна...
«Конституци çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси» — Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвăн кун йĕркинчи çак ыйту ячĕ янăравлă пулин те, тĕрĕссипе, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тÿрлетÿсем тееймĕн. Вĕсем федераци саккунĕсем улшăннипе сăлтавланнă. Калăпăр, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисене малашне Патшалăх Канашĕ çирĕплетмĕ — çавă çеç. Çавна май Тĕп Саккуна кĕртмелли улшăнусене тавлашмасăр ырларĕç. Çапах ларура самай калаçтарнă ыйтусем те пулчĕç.
Республика тата муниципалитетсен пурлăхĕпе усă курнă май йĕркене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарасси те текех «вырăнти» полномочи пулмĕ. Тивĕçлĕ статьясене республикăн административлă правăна пăсни çинчен калакан сакунĕнчен кăларма йышăнчĕç.
Бюджет право хутшăнăвĕсене пырса тивекен çĕнĕлĕхсемпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Вĕсене те федераци саккунĕ улшăнни сăлтавланă. Сăмах уйрăм налук тупăшĕсене республика бюджетне хывассипе çыхăннă улшăнусем пирки пырать. Дизель фракцийĕсенчен хатĕрленĕ, кăмака хутмалли топливо акцизĕсем вырăнне вăтам вăтам дистиллятсенчен илекен акцизсем пулĕç. Регион бюджетне çак акцизсен 50% кĕрĕ. Çĕнĕ саккун проекчĕ массăллă информаци хатĕрĕсен патшалăх регистрацийĕшĕн патшалăх пошлинине илессине çирĕплетет, çавăн пекех бюджет учрежденийĕсем патшалăх заданине пурнăçламасан бюджет субсидийĕн тивĕçлĕ пайне каялла тавăрса парассине палăртать.
Республикăн документацин страховани фончĕ пулать — ун çинчен калакан положение çирĕплетрĕç. ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров палăртнă тăрăх, паян документсен калăпăшĕ 150 пин управ единицинчен те иртет. Çав шутра — патшалăх харпăрлăхĕнчи технологи, норматив, проект, историпе культура докуменчĕсем. Вĕсене шанчăклă упрассине тивĕçтермелле.