Вăтам ĕç укçи 30 пин тенке çитмелле

26 Пуш, 2018

Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Ертÿçи Михаил Игнатьев çулталăк пуçламăшĕнчи икĕ уйăх кăтартăвĕсем аваннине палăртрĕ, хăйĕн сисчĕвленĕвне те пытармарĕ: «Çак туртăма çулталăк тĕршшĕпех тытса пыма тивет…» Ку вара пĕртте çăмăл мар. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин асăннă цифрăсем чăннипех шанăç кÿреççĕ. Промышленноç производствин индексĕ 108,3% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ тата пысăкрах — 110% шайĕнче.

Ÿсĕмлĕ ĕçлекен компанисен йышĕнче — «Электроприбор», «Химпром», «Марпосадкабель», «ИЗВА», Яхтинг», ыттисем. Пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçлани производствăна тата вăй пама тивĕç. Унашкаллисен шутĕнче министр нумаях пулмасть «Химпромра» кальци гипохлоричĕ туса кăларакан производстăна хута янине палăртрĕ. Проект хакĕ —1,7 миллиард тенкĕлĕх. Ку çĕршыва Китайран кÿрекен çак продукцие тĕппипех хамăрăннипе улăштарма май парать. Çывăх вăхăтра вĕçлемелли проектсем вара татах пур. Çав шутра — «Каскадăн» кремниорганика комплексне хута ярасси, «Çеçпĕл» заводăн çĕнĕ йышши прицепсен производстви, Çĕнĕ Шупшкарта кăçал ĕçлесе каймалли теплицăсем тата ытти те.

Эппин, лайăх ĕç укçиллĕ çĕнĕ çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ пулĕ. Ĕç укçи тенĕрен, Михаил Игнатьев 2020 çул тĕлне республикăри вăтам шалу виçине 30 пин тенке çитерме палăртнине тепĕр хут аса илтерчĕ — ĕç паракансен çак тĕллев пирки манма юрамасть.

Рубрика: 

Комментари хушас