Мура кайтăр тĕрлĕ мур!

2 Ака, 2018

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура республикăри эпизооти лару-тăрăвне Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов сăнларĕ.

Ку енĕпе юлашки вăхăтра пăтăрмах шайне çĕкленнĕ пулăмсене шута илмен, çапах ыйтăва çапла çÿллĕ шайра тишкерни сăлтавсăр мар — хăш-пĕр енĕпе çивĕчлĕх пур. Çакă Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче вăл е ку чир çăл куçĕсене тупса палăртнипе те çыхăннă. Унашкал тĕслĕхсем республикăра та çук мар. Вĕлле хурчĕсен «европейская гнильца» текен чирне, выльăх сальмонеллезне тупнă. Шăмăршă районĕнче мăйракаллă шултра выльăх лейкозне пĕтерме тивнĕ.

Чĕр чунсем урнине илес тĕк — ку енĕпе халь ĕç-пуç йĕркеллех. Чиртен сыхланас тĕлĕшпе вĕсен шутне чакарма тăрăшнин витĕмĕ те пур — çулталăкра 751 тилĕ тытнă. Кашкăрсем тĕлĕшпе вара çак кăтарту ытла та пĕчĕк — сунарçăсем пĕтĕмпе те 8 кашкăр кăна тытнă иккен. Ку цифра пирки республика Пуçлăхĕ иккĕленчĕ те — çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов унăн чăнлăхне çирĕплетрĕ. 

Сергей Сквоцов выльăх масарĕсене сиенсĕрлетес ĕçе малалла тăснине çирĕплетрĕ. Пĕтĕмпе вĕсем Чăваш Енре 50 ытла, тата 22-шне тирпейлемелле-ха. Çакăн валли укçа уйăрнă — масарсем хăрушлăх кÿмĕç.

 

 

Комментари хушас