инкексем

13 Çурла, 2018

Руль умĕнче — ÿсĕр арçын

ЧР ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар районĕнчи Ишлей поселокĕ çумĕнчи «Шупашкар-Сăр» çул-йĕрĕн 21 километрĕнче паян, çурлан 13-мĕшĕнче, кăнтăрлахи 12 сехет те 20 минутра çăмăл машина инкеке лекнĕ.

Салонра çул çитмен виçĕ хĕрача пулнă: 4, 7 тата 10 çултисем. Аманнăскерсене çийĕнчех больницăна илсе çитернĕ. Малтанхи тĕрĕслев руль умĕнчи водитель ÿсĕррине палăртнă. Анчах та арçын çак кăтартăва йышăнман, медицина учрежденине те кĕме килĕшмен. Халĕ тĕрĕслев пырать.

Елена АТАМАНОВА.

9 Çурла, 2018

Çул çинче ĕçленĕ чух аманнă

62 çулти арçын çул-йĕр çинче ĕçленĕ чухне инкеке лекнĕ. Аманнăскере çийĕнчех больницăна илсе кайнă.

Çурлан 8-мĕшĕнче, 14.30 минутра «Волга» М-7 автоçулăн 689-мĕш километрĕнче Çĕрпÿ районĕнче ГАЗ-30097 водителĕ çул-йĕр юсакан арçынна таптанă. 30 çулти машина хуçи — Çĕнĕ Шупашкартан. Вăл Хусантан Шупашкар хулине кайса пынă. Халĕ çул-йĕр çинчи инкек сăлтавне уçăмлатассипе ĕçлеççĕ.

Елена АТАМАНОВА.

23 Утă, 2018

Асăрханăр: кăçал 5 ача шыва путса вилнĕ

ЧР граждан хÿтĕлевĕн ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи уйăхсенче 20 çын, çак шутра пилĕк ача, шывра путса вилнĕ.

10 Çу, 2018

Çул урлă чупса каçнă чухне

Паян ирхине Шупашкарта «Спартак» чарăну тĕлĕнче каçа çÿремелли вырăнта хĕрачана машина çапса кайнă. Инкек шкулта вĕренекенскер хĕр тусĕпе «зебра» урлă чупса каçнă чухне пулнă.

Pages