Комментари хушас

Çуллахи каникул пуçланчĕ. Ачасем вăхăта ытларах хăй тĕллĕн ирттереççĕ. Кун пек чухне вĕсем тĕрлĕ инкеке лекме пултараççĕ.

Иртнĕ эрнере Шупашкарта икĕ ача çÿллĕшрен ÿкнĕ. Пĕр тĕслĕхĕнче пăтăрмах хурлăхлă вĕçленнĕ. Вырсарни кун, çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче, 139-мĕш Стрелоксен дивизийĕн урамĕнчи çуртăн балконĕнчен 4-мĕш хутран 11 çулти ача ÿкнĕ.  Суранĕсене пула вăл васкавлă медпулăшу киличчен çавăнтах вилнĕ. Пĕрлехи дежурствăпа диспечер службин пуçлăхĕ Валерий Гладков пĕлтернĕ тăрăх, халĕ лару-тăрăва РФ СКан Чăваш Енри управленийĕн следователĕсем тĕпчеççĕ.

Тепĕр тĕслĕхĕ Николаев урамĕнчи 41-мĕш çуртра пулса иртнĕ. 2-мĕш хутри чÿречерен арçын ача сикнĕ. Вăл çуртра вырнаçнă вĕренÿ центрĕн алкум кăсăрукĕ çине ÿкнĕ, урине амантнă. Ку ĕç-пуçпа та тĕрĕслев ирттереççĕ.

Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси пирки ачасемпе хытарсах калаçмашкăн специалистсем те ыйтаççĕ.

 

Алина ТИМОФЕЕВА. Myslo.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: