Чăваш Енри çулсем лайăхланаççĕ

23 Утă, 2018

Республикăри çулсене юсама хальхи вăхăтри чухлĕ укçа-тенкĕ нихăçан та уйăрман. Çул-йĕр фончĕн икĕ çулти бюджечĕ 9 миллиарда ытла тенкĕпе танлашнă. Çав укçапа тĕллевлĕн усă курмалли çинчен асăрхаттарчĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва уçнă май.

ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра регион, муниципалитет шайĕнчи, ял-хулари 300 çухрăм çула йĕркене кĕртмелле. Хальхи вăхăт тĕлне палăртнин 35 процентне пурнăçланă. Çуртсен картишĕсенчи территорисенче 189 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттермелле. «Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем» приорителă программăпа килĕшÿллĕн Шупашкар агломерацийĕнче 75 объекта хăтлăлатмалла. Хальхи вăхăтра ĕçсен 50 ытла процентне пурнăçланă. 

 

Комментари хушас