инкексем

9 Кăрлач, 2018

Кĕпер айĕнче 37-ри хĕрарăм виллине тупнă

Ĕнер, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ирхи тăхăр сехет тĕлĕнче, Улатӑрта кӗпер айӗнче 37 çулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Инкек пулнă вырăнта йытă вĕрсе тăнипе çавăнта çынсем пырса пăхнă. 

2 Кăрлач, 2018

Çĕнĕ çулта Ураскилтри пÿрт вутпа кĕлленнĕ

Элӗк районӗнчи Ураскилтре  Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче пĕр килте вут-çулăм алхаснă. Çулăм чĕлхи вăрăм та, кирпĕч çурта вăл шеллемен.

"Хĕрлĕ автанпа" кĕрешме пушар хуралĕн 2 машини çитнĕ-ха, анчах инкекре 1949 çулта çуралнă кил хуçин пурнăçĕ татăлнă. Пушар сăлтавне тĕпчевçĕсем палăртĕç.

21 Раштав, 2017

Полицейски хĕрарăма таптанă

Кăçалхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхи 6 сехетре Муркаш районĕнчи Ситукасси ялĕ патĕнче инкек пулнă. Полици ĕçченĕ хăйĕн «Фольксваген» çăмăл машинипе чарăну патĕнче 54 çулти хĕрарăм çине пырса кĕнĕ, вăл вырăнтах вилнĕ. Çак пулăм тăрăх РФ СКн Етĕрнери районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет, шалти ĕçсен органĕн ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

28 Чÿк, 2017

Ачасемлĕ машина аварие лекнĕ

Лару-тăрăва ЧР Пуçлăхĕ, сывлăх сыхлавĕн министрĕ сăнаса тăраççĕ

 

Паян, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнче ирхи сакăр сехет çитеспе икĕ пĕчĕк автобус пырса çапăннă. Вĕсенчен пĕринче ачасем пулнă. 

Pages