Ачасемлĕ машина аварие лекнĕ

28 Чÿк, 2017
Лару-тăрăва ЧР Пуçлăхĕ, сывлăх сыхлавĕн министрĕ сăнаса тăраççĕ

 

Паян, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнче ирхи сакăр сехет çитеспе икĕ пĕчĕк автобус пырса çапăннă. Вĕсенчен пĕринче ачасем пулнă. 

Инкекре 13-ĕн аманнă, вĕсенчен вуннăшĕ - Шупашкарти шкул-интернатра вĕренекенсем, 2 водитель тата 1 воспитатель.  Инкеке лекнĕ ачасене Республикăн ача-пăча клиника больницине илсе кайнă. Вĕсене тухтăрсем пулăшу кÿрес ыйтăва епле йĕркеленине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнипе республикăн сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов сăнаса тăрать. Вĕренекенсем йывăр аманман. Вĕсене психологсем лăплантараççĕ. 

Аслисене те больиницăна илсе кайнă. Воспитательпе водитель хытă аманманнине кура киле янă. Тепĕр водителе Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче нейрохирурги уйрăмĕнче сиплеççĕ. 

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствинче (8352) 26-14-14 номерпе "хĕрÿ лини" ĕçлет.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас