инкексем

9 Нарăс, 2018

Авари вăхăтĕнче хĕрарăм ача çуратнă

Ĕнер Шупашкарти И.Яковлев проспектĕнчи авари çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Сирена çутса килекен васкавлă медпулăшу каретине «Форд Мондео» автомобиль пырса тăрăннă.

Авари пулнă самантра васкавлă пулăшу машининче тухтăрсем хĕрарăма ача çураттарнă. Телее, никам та шар курман, пурте чĕрĕ-сывă. Амăшĕпе пепкине хулари 1-мĕш клиника больницине илсе çитернĕ.

 

8 Нарăс, 2018

Васкавлă медпулăшу машини аварие лекнĕ

Хĕрарăм-пациента больницăна илсе каякан васкавлă медпулăшу машини аварие лекнĕ. Çул йĕрти инкек паян, нарăсăн 8-мĕшĕнче, кăнтăрла иртни пĕр сехетсенче Шупашкарти И.Яковлев проспектĕнче пулнă.

22 Кăрлач, 2018

Чăваш Енри арçынпа хĕрарăм шăнса вилнĕ

Çĕнĕ çул пуçланнăранпа Чăваш Енре икĕ çын шăнса вилнĕ. Инкек Канаш тата Элӗк районӗсенче пурăнакансемпе пулса иртнӗ. 

РФ Следстви комииечĕн республикăри управленийӗ паян хыпарланӑ тӑрӑх, икĕ кун маларах, кăрлачăн 20-мĕшĕнче,  Элӗк районӗнчи Ехремкассинче 63 ҫулти арҫыннӑн виллине асӑрханӑ. Пӗчченех пурӑннӑскер килĕ умĕнче выртнă. Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӑлпуҫра пурӑннӑ 68 ҫулти хӗрарӑм виллине кăрлачăн 15-мĕшĕнче Ҫӗнӗ Вӑрӑмпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче асăрханă.

Pages