Пилĕк çын инкек тÿснĕ

27 Нарăс, 2018

Шупашкарти Гагарин кĕперĕ çинче васкавлă медпулăшу машини аварие лекнĕ. Кунашкалли хулара пĕрремĕш хутчен мар ĕнтĕ. Çул-йĕрти инкек паян, нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче, ирхи 7 сехетре пулнă. 

Малтанхи кăтартусем тăрăх, Kia Rio автомобиль водителĕ Богдан Хмельницкий урамĕ еннелле кайса пынă, машинăна итлеттерейменнипе хирĕç çул çине тухнă та васкавлă медпулăшу машинипе çапăннă, карета çакăн хыççăн «ВАЗ-2112» пырса тăрăннă. Куракансем каланă тăрăх, ятарлă машина çутатакан тата сасă паракан хатĕрсемсĕрех пынă. Васкавлă медпулăшу каретинче ача кĕтекен хĕрарăм пулнă. Унсăр пуçне аварире тăватă çын инкек тÿснĕ: водитель тата «03» автомобиль тухтăрĕсем.

«Хĕрарăма Хулари пĕрремĕш клиника больницин перинаталь центрне илсе çитернĕ. Икĕ фельдшера, васкавлă пулăшу водительне тата çăмăл машинăри пассажира Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине леçнĕ. Сиплевпе диагностика мероприятийĕсем пыраççĕ», — пĕлтернĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен. Халĕ авари сăлтавне тĕпчеççĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас