инкексем

13 Çу, 2019

Ачана çăлайман

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен эрне каяллахи планеркăра та ача вилĕмĕпе çыхăннă инкек пирки калаçу пулнăччĕ, шел, ку хутĕнче те хурлăхлă хыпар пулчĕ — Елчĕк районĕнче пĕчĕк ача, 2013 çулта çуралнăскер, вилнĕ.

6 Çу, 2019

Трактор — тетте мар: унăн кайри чÿречинчен ача тухса ÿкнĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура муниципалитетсен хушшинчи пахчаçăсемшĕн меллĕ вăхăтлăх маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿрессине йĕркелес ыйтупа транспорт министрĕ Александр Николаев сăмах илчĕ.

23 Ака, 2019

Çулăм пĕр ялти ултă çурта сиенлетнĕ

Çуркунне юр айĕнчен тухакан çÿп-çапран хăтăлма, типĕ курăка çĕннипе улăштарма васкатпăр та… инкек аллине çакланатпăр. Пушартан сыхă пулмаллине час-часах асăрхаттарсан та асăрханса çитейместпĕр.

1 Юпа, 2018

Иккĕн аманнă, пĕри вилнĕ…

Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче, каçхи 10 сехетсенче Çĕнĕ Шупашкарта, Советски урамĕнчи 25-мĕш çурт тĕлĕнче çул урлă каçмалли вырăнта иномарка виçĕ çын çине пырса кĕнĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, 45 çулти «Мitsubishi” водителĕ çул çине тухнă хĕрсене ытла та кая юлса асăрханă. Куракансем каланă тăрăх, машина пысăк хăвăртлăхпа вĕçтерсе пынă-мĕн. 28 çулсенчи аманнă икĕ хĕре больницăна илсе çитернĕ. Виççĕмĕшĕ, Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕскер, йывăр сурансене чăтаймасăр васкавлă медицина пулăшăвĕн бригади çитиччен пурнăçран уйрăлнă. Вăл та 28 çулта çеç пулнă.

Pages