Комментари хушас

Паян ирхине Шупашкарта «Спартак» чарăну тĕлĕнче каçа çÿремелли вырăнта хĕрачана машина çапса кайнă. Инкек шкулта вĕренекенскер хĕр тусĕпе «зебра» урлă чупса каçнă чухне пулнă.

Хĕрачасем çул çине кĕтмен çĕртен сиксе тухнă имĕш, çавăнпа «Форд Транзит» водителĕ вĕсене курса ĕлкĕреймен. Автомобиль пырса çапнăран ача 10 метра яхăн вĕçсе кайнине çынсем курнă. Инкек вырăнне васкавлă медпулăшу çитнĕ, хĕрачана больницăна илсе кайнă.
ÇÇХПИ инспекторĕсене вара «Форд Транзит» водителĕ хăй чĕннĕ.
 

Алина ТИМОФЕЕВА. Sputnik-georgia.ru портали сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: