илемлĕх
ÇĔР ÇЫРЛИПЕ УТМĂЛТУРАТ
- Çĕр çырли /клубника/ ӳте уçăлтарать. Лайăх пиçнĕ 3-4 çырлана нимĕрлемелле. Ӳт типĕ е йĕркеллĕ пулсан 1 апат кашăкĕ олива çăвĕпе хутăштармалла. Енчен те ӳт çуллă е хутăш пулсан — пылак мар йогуртпа.
Е пит ӳтне йĕркене кĕртекен маска хатĕрлеме пулать. Çĕр çырлине нимĕрлемелле, пĕр виçепе илнĕ сĕтпе тата пĕçернĕ çĕрулми нимĕрĕпе хутăштармалла. Питĕ лайăх çăрса пăтратмалла. Таса пите сĕрмелле, 20-30 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.