Спорт – сывлăх

25 Авăн, 2014

Вăй хушать, хавхалантарать, туслаштарать

Камилла Никитина та, Ксения Порфирьева та çĕнĕ куна тренировкăран пуçлаççĕ: вĕсем ирсерен виçĕ çухрăм чупаççĕ. Вун пилĕк çулти тантăшсем çакна никам хушмасăр пурнăçлаççĕ. Кĕçех çамрăксен йышне Ольга Ваçанккапа Настя Лебедева та хутшăнаççĕ. Унтан Валерия Илларионова, Саша Николаев, Денис Васильев...