- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăй хушать, хавхалантарать, туслаштарать
Камилла Никитина та, Ксения Порфирьева та çĕнĕ куна тренировкăран пуçлаççĕ: вĕсем ирсерен виçĕ çухрăм чупаççĕ. Вун пилĕк çулти тантăшсем çакна никам хушмасăр пурнăçлаççĕ. Кĕçех çамрăксен йышне Ольга Ваçанккапа Настя Лебедева та хутшăнаççĕ. Унтан Валерия Илларионова, Саша Николаев, Денис Васильев... Самантрах чăн-чăн ăмăрту пуçланать: кам Александр Иванович тренер палăртнă финиша маларах чупса çитĕ-ха? Кам-ши вăл Камилла, Александр Иванович? Сăмахăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Пăрачкаври ача çуртĕн-чи спортсменсем тата вĕсене спортпа туслаштарнă Александр Иванович Николаев çинчен пырать. Шăпах çак çамрăксем Александр Иванович ертсе пынипе Чăваш Республикин чысне авăн уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕнче иртнĕ "Атăлçи спорт Олимпĕ" спартакиадăра хÿтĕлерĕç.
Республикăра ача-пăча спорчĕ те майĕпен ура çине тăрать. Спортсменсене хатĕрлекен ятарлă шкулсенче кăна мар, тĕрлĕ шайри вĕренÿ учрежденийĕсенче çамрăксем хаваспах старта тухаççĕ. Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче кăна кĕрхи старта тăват çĕр ытла спортсмен хутшăнчĕ.
"Атăлçи спорт Олимпĕ" – Атăлçи федерацийĕн округне кĕрекен 14 регионти ача çурчĕсенче пурăнакан 13-18 çулсенчи çамрăксен ăмăртăвĕ. Тĕллевĕ пархатарлă унăн: ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă çамрăксене ырă пурнăç йăли-йĕркисене хăнăхтарасси, спорт юхăмне явăçтарасси, пултаруллă спортсменсене тупса палăртасси, интернат шкулсен хушшинче туслă çыхăнăва йĕркелесси. Унăн пĕлтерĕшне республикăри вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин ача-пăча прависене сыхлакан тата попечительство ĕçне йĕркелекен пай пуçлăхĕ С.Ю. Сырмолотова тата та лайăхрах уçăмлатрĕ:
– Ача çуртĕнчи çамрăксен спартакиади икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕш тапхăрĕ çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа авăнăн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Иккĕмĕш тапхăрĕнче чи пултаруллă спортсменсем Атăлçи окургĕн-чи спартикадăна пуçтарăнаççĕ. Яшсемпе хĕрсем мини-футбол (5-9 ача), волейбол (6-7 ача), стритбаскетбол (3-4 ача), дартс (1 хĕр ача, пĕр арçын ача), çăмăл атлетика эстафети (5 хĕр ача, 5 арçын ача), шашка (1 хĕр ача, 1 арçын ача), теннис (1 хĕр ача,1 арçын ача), ишсе (1 хĕр ача, 1 арçын ача) ăмăртаççĕ. Пĕрлештернĕ командăра 30 çын, – каласа пачĕ Светлана Юрьевна. – Чăваш Енĕн комнандинче Пăрачкаври тата Шупашкарти ача çурчĕсенче вĕренекенсем.
Спартакиадăна Мари Эл, Чĕмпĕр, Самар, Тутарстан, Пушкăртстан тата ытти тăрăхран çамрăк спортсменсем килнĕ. Эх, курасчĕ ушкăнсем пĕр-пĕриншĕн "чирленине", пĕр-пĕрне хавхалантарнине!
– Чăваш Республикин команди Самар облаçĕпе пĕрле 10-мĕш вырăнта. Пьедестал çине Мордва (1-мĕш вырăн), Пушкăрт (2-мĕш вырăн) республикисен тата Пермь крайĕн (3-мĕш вырăн) спортсменĕсем хăпарчĕç. Ку вăл эпир выляса янине пĕлтермест. Пирĕн кÿршĕсем вăйлăрах пулнине кăна çирĕплетет. Эппин вĕсенчен вĕренсе пырăпăр. Ача çурчĕсенче çитĕнекенсемшĕн Шупашкарти спартакиада туслăх кĕперĕ вырăнне пултăр. Тата вĕсен шăпине кăшт та пулин илемлеттĕр. Вĕсен хавхаланăвĕ спартакиадăра туллиех пулчĕ. Эпĕ волонтерсене тата механикăпа технологи колледжĕн студенчĕсен ушкăнне тав сăмахĕ каласшăн, – терĕ Светлана Юрьевна.
Хăнасен шухăш-кăмăлĕнче – ырри кăна.
– Пирĕн республикăра спорта уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пекинри Олимпиадăра Мордовири çăмăл атлетсене пĕр континент спортсменĕ те хуса çитеймерĕ, – терĕ Артем Квашнин.
– Спорт пурнăç çине ырă куçпа пăхтарать, – палăтрĕ Кировран килнĕ Ольга Панкрухина.
– Спорт уявне лайăх йĕркеленине палăртас килет. Мухтав, Шупашкар! – терĕ "Атăлçи спорт Олимпĕ" спартакиадăна 3-мĕш хут хутшăнакан Саратов хĕрĕ Валентина Трегуб.
Анатолий АБРАМОВ.
Сăн ÿкерчĕксене Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕн студенчĕсем Надежда ГРИГОРЬЕВĂПА Ольга ХУМОРОВА хатĕрленĕ.
Комментари хушас