ÇĔР ÇЫРЛИПЕ УТМĂЛТУРАТ

13 Утă, 2016
  •  Çĕр çырли /клубника/ ӳте уçăлтарать. Лайăх пиçнĕ 3-4 çырлана нимĕрлемелле. Ӳт типĕ е йĕркеллĕ пулсан 1 апат кашăкĕ олива çăвĕпе хутăштармалла. Енчен те ӳт çуллă е хутăш пулсан — пылак мар йогуртпа.

Е пит ӳтне йĕркене кĕртекен маска хатĕрлеме пулать. Çĕр çырлине нимĕрлемелле, пĕр виçепе илнĕ сĕтпе тата пĕçернĕ çĕрулми нимĕрĕпе хутăштармалла. Питĕ лайăх çăрса пăтратмалла. Таса пите сĕрмелле, 20-30 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.

  •  Пĕркеленчĕксемпе кĕрешекен маскăна çапла хатĕрлеççĕ. Вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ 1 стакан хурăн çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 30 минута лартмалла. Сивĕнсен марля витĕр пăчăртаса шĕвекне юхтармалла. Юлнă каяшне пылпа çурмалла хутăштармалла.

Маскăна пите, мăя, кăкăра, алăсене массаж хусканăвĕсемпе сĕрмелле. Çур сехетрен сулхăнрах шывпа çуса тасатмалла. Ӳте шăлмалла мар, хăй тĕллĕнех типтĕр. Унтан тутлăхлă крем сĕрмелле. Курс — 10 кун.

  •  Утмăлтурат алă ӳтне шуратать, нӳретет. 1 апат кашăкĕ утмăлтурат чечекне 3 апат кашăкĕ шывпа хутăштармалла, вăйсăр çулăм çинче 2 минут вĕретмелле. Кăштах сивĕтмелле. 10 тумлам лимон сĕткенĕ тата кăштах ыраш çăнăхĕ хушмалла. Маскăна алăсене сĕрмелле те полиэтилен перчетке тăхăнмалла. 20 минутран шывпа çуса тасатмалла.

Процедурăна эрнере пĕр хут тăваççĕ. Маска ӳте шуратнипе пĕрлех типесрен хӳтĕлет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.