Илемлĕх студийĕ

Рубрикăсене Елена КУЗЬМИНА визажист, стилист ертсе пырать

Шăрăхра пите лайăх пăхмалла

Шăрăх çанталăкра та пирĕн хитре кăна мар, питĕ хитре курăнас килет. Анчах илеме сыхласа хăварма çăмăл мар, мĕншĕн тесен ăшша тата ытлашши нÿрĕке пула косметика юхма тытăнать. Кунсăр пуçне хĕвел ÿте типĕтет, ватăлтарать. Тар ытларах тухнипе те вăл ультрафиолетран кая мар типĕтет. Мĕн тумалла-ха? Йăлтах ансат: ÿте тасатмалла та нÿретмелле, нÿретмелле… Тата шăрăхра косметикăпа тĕрĕс усă курмалла.

Çуллахи çăмăл макияж

Шăрăхра пит çинче нимĕн те ытлашши пулмалла мар!

Тон кремĕ çÿхен выртаканни пултăр е нимĕн те ан сĕрĕр. Ун вырăнне тон эффекчĕллĕ нÿреткен крем каять. Тĕрĕссипе, хĕвелпе тĕксĕмленнĕ ÿт кремсăр та хитре.

Çăмăл пудра пит çупа йăлтăртатнинчен пулăшĕ. Чылайăшĕ пудрăпа усă курмасть, анчах вăл хулари тусанран хÿтĕлет. Хальхи вăхăтра модăра — бронза евĕрри.

Шăрăхра ахаль тушь вырăнне шывра та юхса анманнипе усă курăр. Хуç хăрпăкне илемлĕх салонĕнче сăрлаттарсан сире тушь пачах кирлĕ пулмĕ. Ан манăр: вăл куç хăрпăкне хĕвелпе тĕссĕрленесрен хÿтĕлет.

Куç хупанкин писевĕ те кăпăркалли пултăр, шĕвекки сăрмаланĕ, юхма тытăнĕ.

Куçа ахаль кăранташпа та питех сăрлама ан тăрăшăр, мĕншĕн тесен унта вус пур, вăл вара шăрăхра ирĕлет. Кăранташ вырăнне подводка чухах.

Тутана ахаль писев вырăнне йăлтăртатаканнипе сăрлăр. Вăл илемлĕ, çамрăк курăнма пулăшать.

Пите хĕрлĕ тĕс кĕртекен писевпе усă курма хăнăхнă тăк çулла крем евĕррине сĕрĕр. Вăл пит çинче якан вырнаçать, нумайлăха пырать. Тăпăркаланакан писев вара пуçтарăнать, тăкăнать.

Чылайăшĕ çулла тушьпа, йăлтăртатакан писевпе, пудрăпа кăна усă курать.

Шăрăхра косметичкăра мĕн-мĕн пулмалла?

Пите çумалли çемçе кăпăк е мусс

Спиртсăр тоник

Çемçе скраб /кашни кун е кун урлă усă курмалла/

Тасатакан маска /эрнере 2 хутчен/

Нÿретекен маска /эрнере 2 хутчен/

Кăнтăрлахи УВ-фильтрлă нÿре- текен крем

Çĕрлехи нÿретекен крем

Пĕрĕхтеркĕчри шыв

Шывра юхса анман тушь

Йăлтăртатакан писев

Çăмăл пудра Малалла вулас...

 

Кăçалхи мода мĕн сĕнет?

Çулсеренех дизайнерсем çĕнĕрен те çĕнĕ çи-пуç шухăшласа кăлараççĕ. Çынсем капăр, модăпа килĕшÿллĕн тумланма юратнине пĕлеççĕ вĕсем. Çакăнпа усă кураççĕ те пирĕн енчĕке пушатаканскерсем. Çĕнĕ кĕпе е юбка туянса йăнăшас мар тесен кăçалхи трендсемпе паллаштаратпăр.

Чĕнтĕр, хурта, аркă. Çÿхе, витĕр курăнакан чĕнтĕрлĕ кĕперен илемлĕреххи мĕн пултăр? Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.