ВИÇЕНЕ ПĂХĂНМАЛЛА
Ухмах курăкĕ /дурман обыкновенный/ — тĕлĕнмелле ÿсен-тăран. Унăн туни, çулçи, вăрри наркăмăшлă, анчах виçене çирĕп пăхăнсан вĕсем чылай чиртен витĕмлĕ пулăшаççĕ.
Ыйхă вĕçсен. Вĕтетнĕ типĕ, тÿпелесе тултарнă 1 апат кашăкĕ çулçа 10 литр кĕрекен витрене ямалла, хĕрринченех вĕри шыв хушса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Ăшă шывлă ваннăна ямалла. Çак ваннăра кашни кунах 15-20-шер минут выртмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.