Ешĕл аптека

23 Пуш, 2016

ÇĔЛЕН ТЫМАРНЕ ТИПĔТСЕ

Сиплевре чĕкре курăкĕн, çĕлен тымарĕн /горец змеиный/ тымарĕпе усă кураççĕ. Ăна кĕркунне, çиелти пайĕ шансан, е çуркунне, çулçисем тухиччен, чавса кăлараççĕ.

Тымара тăпраран тасатаççĕ, çĕр çийĕнчи пайне тата кĕске вĕтĕ тымарĕсене касса пăрахаççĕ, сивĕ шывра çăваççĕ. Уçă сывлăшра кушăхтарнă хыççăн çÿхе сийпе сарса типĕтеççĕ. Чĕртавара ултă çул таран упрама юрать.

2 Пуш, 2016

СИЕНЛĔ ЙĂЛАРАН СИВĔНЕСЧĔ

Сигаретран сивĕнес тесе тем пек ĕмĕтленсен те хăшĕсем ниепле те туртма пăрахаймаççĕ. Çак лару-тăрура мĕн тумалла-ха? Ÿсен-тăран пулăшăвĕпе усă курмалла. Витĕмĕ пулатех.

Шурлăх аирĕ

Аир тымарĕ табакпа хутăшсан хăстарма пултарать. Унăн сиплев витĕмĕ шăпах çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ. Аирпа ытти ÿсен-тăранпа пĕрле усă курсан лайăхрах. Тĕслĕхрен, пĕтнĕкпе /мята/, матрÿшкепе /душица/, мелиссапа.

3 Нарăс, 2016

УРТĂШ ТАСАТАТЬ

Эпир хамăра мĕнле туясси пирĕн кил-çурт энергетикинчен килет. Çавăнпа ăна вăхăт-вăхăтпа "япăх энергетикăран” тасатмалла. Ку тĕлĕшпе уртăш /можжевельник/ питĕ витĕмлĕ пулăшать.

27 Кăрлач, 2016

УРА АЙĔНЧИ ПИÇЕН

Пахчара сар пиçенпе / осот полевой/ тăрăшсах кĕрешетпĕр, вăл çумкурăк кăна мар, сиплĕ ÿсен-тăран пулнине чухламастпăр та.

Сар пиçенрен хатĕрленĕ препаратсем организма пĕтĕмĕшле çирĕплетекен, юна тасатакан, шыççа хирĕçле, ыратнине ирттерекен, бактерисене пĕтерекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ шыçăран операци тунă хыççăн рак клеткисем çĕнĕрен аталанасран, юн кайсан, менструаци циклĕ пăсăлсан, варикоз, геморрой, вар-хырăм, пĕвер, пÿре, нерв чирĕсем аптратсан усă кураççĕ. Курăк сĕткенне шĕпĕне çухаличченех сĕрсе пурăнаççĕ.

Pages