ÇĔЛЕН ТЫМАРНЕ ТИПĔТСЕ

23 Пуш, 2016

Сиплевре чĕкре курăкĕн, çĕлен тымарĕн /горец змеиный/ тымарĕпе усă кураççĕ. Ăна кĕркунне, çиелти пайĕ шансан, е çуркунне, çулçисем тухиччен, чавса кăлараççĕ.

Тымара тăпраран тасатаççĕ, çĕр çийĕнчи пайне тата кĕске вĕтĕ тымарĕсене касса пăрахаççĕ, сивĕ шывра çăваççĕ. Уçă сывлăшра кушăхтарнă хыççăн çÿхе сийпе сарса типĕтеççĕ. Чĕртавара ултă çул таран упрама юрать.

Варвитти, юнлă энтероколит. 1-2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Шыв мунчине лартмалла, пăтратсах тăрса 15 минут пиçĕхтермелле, сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Ват хăмпинче, шăк хăмпинче чулсем пулсан. 2-3 апат кашăкĕ вĕтетнĕ тымара 1 литр вĕри шыва ямалла. Эмальленĕ савăтпа вĕрекен шыв мунчине 20 минута лартмалла. Сăрăхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Мĕнпе те пулин наркăмăшлансан. 20 грамм вĕтетнĕ типĕ тымара 1 литр типĕ шурă иçĕм эрехне ямалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе 8 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе кун тăршшĕпе ĕçмелле.

Варвитти аптратсан. 10-20 грамм тымара 200 миллилитр шыва ярса пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Клизма лартма усă курмалла.

Менструаци вăхăтĕнче юн вăйлă кайсан. Çĕлен тымарĕн 3 апат кашăкĕ тымарне, 200 грамм алоэ çулçине, 600 грамм пыла, 0,5 литр типĕ иçĕм эрехне хутăштармалла, вĕрекен шыв мунчине 15 минута лартмалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Сăмах май, çĕлен тымарĕн шĕвекĕсем сиенлĕ мар, анчах нумай вăхăт ĕçсен вара хытарма пултараççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.