ВАТ ХĂМПИ ВАЛЛИ - КУРĂКСЕН ПУХХИ

Ват хăмпи шыçсан /холецистит/ эмел курăкĕсемпе сипленни сывлăха лайăхлатма пулăшать. Темиçе рецептпа паллаштаратпăр.

  • Барбарис - 2 пай, куккурус çÿçи - 2 пай, шурă хурăн папки - 3 пай, сар çип ути /зверобой/ - 3 пай, календула чечекĕ - 3 пай, хĕрес курăкĕ /крестовник обыкновенный/ - 3 пай, сиплĕ вербена - 4 пай.

3 апат кашăкĕ курăксен пуххине тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 6 хут 100-шер миллилитр ĕçмелле. Сывлăх лайăхланса пынă май шĕвек виçине чакармалла, малтан кунне 3 хут - 50-шар миллилитр, унтан 30-шар миллилитр хăвармалла. Шĕвекпе вăраха кайнă холецестит вĕрĕлсен сипленеççĕ.

  • Кушак ури /бессмертник/ - 1 пай, пĕтнĕк /мята перечная/ çулçи - 1 пай, шурă армути /полынь горькая/ - 1 пай, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/ - 1 пай, фенхель вăрри - 1 пай.

Тин вĕренĕ çур литр шыва 2 апат кашăкĕ курăксен пуххи ямалла, 3-4 сехетрен сăрăхтармалла. Çак шĕвеке кунне 3-4 сăтăрккăпа апатчен çур сехет маларах ĕçмелле. Сиплев - 2-3 уйăх. 2-3 эрне тăхтамалла та тепĕр курс ирттермелле. Профилактика тĕллевĕпе çуркунне тата кĕркунне 1-2-шер уйăх ĕçеççĕ.

  • Пĕтнĕк - 2 пай, пÿре чейĕ - 2 пай, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕ - 2 пай, супăнь курăкĕ /мыльнянка лекарственная/ - 3 пай, хăмла - 3 пай.

Тин вĕренĕ 1 литр шыва 3 апат кашăкĕ курăксен пуххине ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Ват хăмпи шыçсан кунне 6 хут çуршар стакан ĕçмелле.

  • Çумăр курăкĕ /спаржа лекарственная/ - 1 пай, энĕç /тмин обыкновенный/ - 1 пай, вĕлтрен /крапива двудомная/ - 2 пай, сиплĕ авран /авран лекарственный/ - 2 пай, пылак тымар /корень солодки/ - 2 пай, лачака тип курăкĕ /сушеница болотная/ - 2 пай, шăши кикенекĕ /череда трехраздельная/ - 2 пай.

Тин вĕренĕ çур литр шыва 1 апат кашăкĕ курăксен пуххи ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Вăрах холециститпа, гепатитпа аптрасан кунне 5 хут 50-шар миллилитр ĕçмелле.

  • Тĕкĕрчен /вахта трехлистная/ -2 пай, куккурус çÿçи - 2 пай, кушак ури - 3 пай, утмăлтурат /василек синий/ чечекĕ - 3 пай, им ути /володушка/ - 3 пай.

Тин вĕренĕ 1 литр шыва 3 апат кашăкĕ курăксен пуххи ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Холецистит йывăрлансан кунне 6 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.