Ешĕл аптека

9 Юпа, 2014

УЙ МĂЙРАКИ Е ЯМШĂК КУРĂКĔ

Уй мăйраки е ямшăк курăкĕ /живокость полевая/ - пĕр çул ÿсекеннисен йышĕнчен. Вăл çĕртме уйăхĕнчен пуçласа чечеке ларать те çу тăршшĕпех çеçкеленет, çав хушăрах вăррисем те пулсах тăраççĕ. Вăррисемпе кăна ĕрчет, вĕсем çуркунне те, кĕркунне те шăтса тухаççĕ.

11 Авăн, 2014

ÇУМ КУРĂК КĂНА-ХА...

Ушах çăлтăр курăкне /мокрица, звездчатка средняя/ пĕлмен çын çук паллах. Çум курăк чĕрĕлĕхĕнчен тĕлĕнетпĕр те: йăрана унран тасататăн кăна, тепĕр эрнерен каллех симĕс кавир пек хупласа илет. Йăлăхтаракан çум курăка каллех кăкласа пăрахатпăр.

21 Çурла, 2014

ÇУРЛА УЙĂХĔНЧЕ ПУХМАЛЛА

Çурла уйăхĕнче сиплевре усă курмалли чылай ÿсен-тăрана пухса типĕтме пулать. Эмел курăкĕсене шоссе çулĕнчен аякра, типĕ, хĕвеллĕ çанталăкра, нимĕнпе те сенленменнисене пухмалла. Нÿрĕ çанталăкра татнисем хăмăрланаççĕ, кăмăскапа витĕнеççĕ, сиплĕхне çухатаççĕ.

Курăк-çулçа хĕвел лекмен çиллĕ вырăнта е лайăх уçăлтарма май пур хуралтăра çÿхен сарса типĕтмелле. Унтан упрама картон курупкана е кĕленче савăта хумалла, çиеле курăк ятне тата ăна хăçан пухнине çырнă хут çыпăçтармалла. Типĕ тĕттĕм пÿлĕмре 2 çул упрама юрать.

14 Çурла, 2014

УПА ХĂЛХИ ВИТĔМЛĔ

Упа хăлхи е ÿт илен курăк /коровяк обыкновенный, медвежье ушко/ сиплĕхне тата ылтăнрах тĕсне ан çухаттăр тесен ÿсен-тăрана шăрăх çанталăкра пухса хатĕрлемелле. Лайăх чĕр таварта чечекĕн хуппи пулмалла мар.

Pages