УПА ХĂЛХИ ВИТĔМЛĔ
Упа хăлхи е ÿт илен курăк /коровяк обыкновенный, медвежье ушко/ сиплĕхне тата ылтăнрах тĕсне ан çухаттăр тесен ÿсен-тăрана шăрăх çанталăкра пухса хатĕрлемелле. Лайăх чĕр таварта чечекĕн хуппи пулмалла мар.
Бронхитран. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ чечеке тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кашни 3 сехетре 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Геморройран. 1 килограмм чечеке 1 витре шыва ярса вĕретмелле, илсен пÿлĕм температури таран сивĕниччен лартмалла, сăрăхтарса ваннăна ямалла. Сиплĕ ваннăра кун сиктерсе 20-шер минут выртмалла.
Радикулитран, артритран, ревматизмран. 1 апат кашăкĕ чечеке 100 миллилитр спирта ямалла, тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Ыратакан вырăнсене сăтăрма усă курмалла.
Кукшаланнинчен, себорейăран. 1 апат кашăкĕ курăка термосри тин вĕренĕ 500 миллилитр шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвекпе çÿçе чÿхемелле.
Ыйхă вĕçнинчен. 1 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 3 минут вĕретмелле. Унтан савăта ăшă чĕркесе 2 сехет лартмалла. Çĕрлене хирĕç 1-2 апат кашăкĕ шĕвеке пылпа ĕçмелле.
Шăнса пăсăлсан, ÿслĕкрен. 2 апат кашăкĕ типĕ чечеке 300 миллилитр сĕте ямалла, вĕреме кĕртмелле, 5 минут пĕçермелле. Унтан савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Сахăрпа е пылпа пĕрле çĕрлене хирĕç 250 миллилитр ĕçмелле.
Шăк çулĕсен тата ват хăмпин чул чирĕнчен. Упа хăлхин 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çулçипе чечекне пÿлĕм температуриллĕ 300 миллилитр шыва ямалла. Вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 10 минут пĕçермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Трахеитран. 3-шер апат кашăкĕ çулçăпа чечеке тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле, илсен 20 минут лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат хыççăн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Ĕмĕртекен амăшĕсем чĕчĕ пуçĕ çуркалансан упа хăлхине вĕтетсе хатĕрленĕ çăнăха сапса сипленеççĕ.
Пÿрлĕ суранран. 3-4 çулçа 1 стакан шыва ярса 5 минут вĕретмелле те суран çине çур сехете хумалла.
Комментари хушас