ÇӲЛЛĔ АНĂС КУРĂКĔ

16 Юпа, 2014

Çӳллĕ анăс курăкĕ /девясил высокий/ юхан шывсем хĕрринче, нӳрĕ çарансем çинче, тĕмсем хушшинче ӳсет. Сиплевре ытларах тымарĕпе усă кураççĕ.

Тымарне çурла уйăхĕн вĕçĕнче-авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче чавса кăлараççĕ. Малтан çăваççĕ, унтан типĕтеççĕ те çӳхе хăюсем туса касаççĕ, сывлăшра типĕтеççĕ. Чĕр тавара пир хутаçра е кĕленче савăтра виçĕ çулччен упрама юрать.

Халăх медицининче анăс курăкĕн препарачĕсемпе манкана çемçетсе кăларма усă кураççĕ. Вĕсем çавăн пекех аппетита, пыршăлăх ĕçне лайăхлатаççĕ.

Бронхсен, пĕвер, ват хăмпин чирĕсем. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымара 1 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 30 минут тытмалла, унтан сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ăшăлла ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Псориаз, тӳрленмен суран, шыçнă ӳт. Кофе арманĕпе анăс курăкĕн 1 апат кашăкĕ типĕ тымарне авăртмалла. Ăна ирĕлтернĕ 5 апат кашăкĕ тăварлă мар салăпа хутăштармалла. Вăйсăр çулăм çине лартмалла, пăтратсах тăрса 15 минут вĕрилентермелле, сăрăхтармалла. Маçа сиенленнĕ ӳте кунне 2-3 хут сĕрмелле.

Шыçни иртме пуçласан ыратакан вырăна ăшă шĕвекпе çумалла. Ун валли анăс курăкĕн 1,5 апат кашăкĕ тымарне 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 20 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Пир пусмана çак шĕвекре йĕпетсе чирлĕ вырăна унпа лачкамалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Аллергин ӳтри паллисем. Пĕр виçепе анăс курăкĕн тымарне, пылак тымара, шăпăр курăкĕн /алтей лекарственный/ тымарне хутăштармалла. 2 чей кашăкĕ пухха çур литр шыва ямалла, 10 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Аллерги шатрисем çухаличченех сипленмелле.

Асăрханăр! Анăс курăкĕ ача кĕтнĕ вăхăтра, чĕре ĕçĕ пăсăлсан, пӳрен йывăр чирĕсемпе, хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастритпа, атеросклерозпа аптрасан юрамасть. Тата виçене çирĕп пăхăнмаллине те манмалла мар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.