САХĂРТАН ПЫЛАК СТЕВИ
Стеви — сахăртан 300 хут пылакрах курăк. 1 килограмм чĕртавар 30-40 грамм пылак çимĕçе улăштарма пултарать.
Çав вăхăтрах кирек кама та юрать. Унпа диабетиксем, гипертониксем, кĕлетке виçи ытлашши тата тăвар, углеводсен ылмашăнăвĕ пăсăлнă çынсем усă курма пултараççĕ. Вăл пулăшнипе иммунитета, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне çирĕплетме, атеросклероз, ÿт чирĕсем чухне сывлăха лайăхлатма, пÿрене шлаксенчен тасатма пулать.
Чи пахи — стеви çулçине ытти курăкпа хутăштарса тĕлĕнмелле аван чей хатĕрлеме май пурри. Пĕр виçепе илнĕ вĕлтренпе стеви — юна тасатаççĕ, эхинацейăпа стеви иммунитета çирĕплетеççĕ. Стеви çулçипе катăркас /боярышник/ чечекне ярса пĕçернĕ чей юн пусăмне чакарать, пуç ыратнине ирттерет.
Ангина. 1-ер чей кашăкĕ стеви курăкĕн порошокне, вĕтетнĕ типĕ хăмла çырли çулçине, упа çырли /бузина черная/ чечекне тата çур чей кашăкĕ чапăр /чабрец/ курăкне хутăштармалла, тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа 10 минут лартмалла та сăрăхтармалла. Шĕвеке ăшăлла пĕчĕк сыпкăмсемпе пĕр кунра ĕçсе ямалла. Курс — сываличчен.
Атеросклероз, пуç мимин юн тымарĕсем пĕрĕнни. Катăркасăн 2 апат кашăкĕ типĕ чечекне тата стеви курăкĕн 1 апат кашăкĕ порошокне 1 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Тонуса çĕклекен чей. 1-ер чей кашăкĕ стеви порошокне, хура чейĕн типĕ заваркине тата хура хурлăханăн 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ çулçине хутăштармалла. Ăшăтнă чейнике хумалла, тин вĕренĕ шыв 5 стакан ямалла. 10-15 минутран сăрăхтармалла. Кун тăршшĕпех, вăй кĕнине туйичченех, ĕçмелле.
Е 2 чей кашăкĕ стеви порошокне тата 1 апат кашăкĕ типĕ вăрман хурăн çырлине /земляника/ хутăштармалла, 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле. Вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Çак чейе кунне темиçе стакан ĕçмелле.