ВИÇЕНЕ ПĂХĂНМАЛЛА

Ухмах курăкĕ /дурман обыкновенный/ — тĕлĕнмелле ÿсен-тăран. Унăн туни, çулçи, вăрри наркăмăшлă, анчах виçене çирĕп пăхăнсан вĕсем чылай чиртен витĕмлĕ пулăшаççĕ.

Ыйхă вĕçсен. Вĕтетнĕ типĕ, тÿпелесе тултарнă 1 апат кашăкĕ çулçа 10 литр кĕрекен витрене ямалла, хĕрринченех вĕри шыв хушса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Ăшă шывлă ваннăна ямалла. Çак ваннăра кашни кунах 15-20-шер минут выртмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Усал шыçăран. Ухмах курăкĕн вĕтетнĕ типĕ 100 грамм вăррине 70 градуслă çур литр спирта ямалла, пĕр эрне тĕттĕмре лартмалла та сăрăхтармалла. Çак настойка пăсĕпе 20 минут сывламалла. Кунне 5 хут 2-3 тумлам настойкăна 50 миллилитр шыва ярса ĕçмелле. Курс — 10 кун. Пĕр эрне тăхтанă хыççăн каллех ĕçме пуçламалла. Çакăн пек курссемпе сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

Ÿслĕкрен, коклюшран. 2 пай типĕ курăка 5 пай спирта ярса 7 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 2 тумлам настойкăна 2 апат кашăкĕ шывпа хутăштарса ĕçмелле. Курс — сываличчен.

Кирлĕ мар тĕлте çÿç ÿссен. 150 грамм типĕ курăка 1 литр шыва ямалла, 20 минут, çăра шĕвек пуличчен, вĕретмелле. Кирлĕ мар вырăнта ÿсекен çÿçе çак шĕвеке мамăк тампонпа кунне пĕрре сĕрмелле. Çакăн хыççăн — çуллă экстрактпа. Ăна çапла хатĕрлеççĕ: ухмах курăкĕн 50 грамм типĕ тунипе çулçине çур литр хĕвелçаврăнăш çăвне ямалла, шыв мунчине лартса 60 градуса çити вĕрилентермелле, пăтратсах тăмалла. Ăшă вырăнта пĕр эрне лартмалла. Ялан усă курсан çÿç пĕрчисем çÿхелеççĕ, тĕссĕрленеççĕ, унтан пачах ÿсме пăрахаççĕ.

Шута илме: ухмах йывăçĕн препарачĕсене тухтăрпа канашласа кăна ĕçмелле! Глаукомăпа аптрасан вĕсем пачах юрамаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.