Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Борисов спорта мĕн пĕчĕкренех юратать. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă арçын ачашăн тĕслĕх вырăнĕнче кам-ши?
Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче #Добровсело акци иртет. Пĕтĕм Раççейре вăй илнĕскерпе килĕшÿллĕн волонтер медиксемпе тухтăрсенчен тăракан десант Елчĕк районĕнчи Курнавăшри ФАПа çитĕ.
Елчĕкри Тĕп лапамра кану паркĕ вырнаçнă. Унта вара уçă тÿпе айĕнче музей йĕркеленĕ.
Мĕн кăна курма май çук кунта! Шыв арманĕнчен пуçласа çар техники таранах. Мухтав аллейинче çак тăрăхра çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн 3 Геройăн бюстне вырнаçтарнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен эрне каяллахи планеркăра та ача вилĕмĕпе çыхăннă инкек пирки калаçу пулнăччĕ, шел, ку хутĕнче те хурлăхлă хыпар пулчĕ — Елчĕк районĕнче пĕчĕк ача, 2013 çулта çуралнăскер, вилнĕ.