Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче экологи ыйтăвне татса парассипе, çынсене ĕçлесе пурăнма хăрушсăрлăх тата лайăх майсем тăвассипе çыхăннă ыйту çивĕч.
— Эпĕ — икĕ ача амăшĕ. Нивушлĕ манăн ачасен çакăнта чупмашкăн, вылямашкăн ирĕк çук? Мĕн, пушă вăхăта суту-илÿ центрĕнче ирттерччĕр-им? — пăшăрханса калаçать Шупашкарти Мате Залка урамĕнчи нумай хутлă çуртра пурăнакан Ольга Семенова. Çамрăк хĕрарăм хăй те пысăк мар çак лаптăкра выляса-чупса çитĕннĕ те — пушшех кÿренмелле. Халь вара çакăнта темиçе хутлă лавкка тума палăртаççĕ иккен.
Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар шкулĕн коллективне РФ Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, квалификацийĕн аслă категориллĕ вĕрентекенĕ Сергей Антонов ертсе пырать. Ăсти епле, тĕрри çапла теççĕ. Сергей Николаевич студент çулĕсенчех пысăк тăрăшулăхпа палăрнă. Пултарулăхри ăнтăлушăн ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме икĕ хутчен тивĕçнĕ. Хăйĕн вăхăтĕнче «Çулталăкри учитель» конкурсра палăрнă. — Сергей Николаевич, сирĕн пĕлÿ çурчĕ историре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни çинчен илтнĕччĕ.