«Арçынла мар» хăтланусене пула çухалакан мегаватсем
Чылай чух пуянсемех электроэнерги вăрлама именмеççĕ
Пĕртăван акробатсем тата ыттисем
Кăçалхи тĕслĕхсем те пур. Нумаях пулмасть 23 тата 26 çулсенчи пĕртăван З.-сем суд тенкелĕ çине ларнă. Пиччĕшĕпе шăллĕ тĕлĕшпе УК 158 статйипе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе суд иккĕшне те 25-шер пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Полици вĕсе-не кăçалхи ака уйăхĕнче Елчĕк районĕнчи Çуткÿл ялĕ патĕнче сывлăшри электропередача линийĕн электропроводне, 34 кг алюмини, вăрланăшăн тытса чарнă.
— Списока малалла тăсма пулать, — пăшăрханса палăртать «Чăвашэнерго» филиалăн хăрушсăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ Игорь Вотяков. — Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Канаш районĕнче хупă трансформатор подстанцийĕнчен комплект пайĕсене вăрланă, çĕртме уйăхĕнче Муркаш районĕнче ЛЭПăн 675 тăршшĕ проводне касса кайнă, Йĕпреç районĕнче машинăпа трактор паркĕнчи линин 2,3 пин метр алюмини провочĕ çухалнă. Преступниксене хальлĕхе тупса палăртман-ха. Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе çакнашкал 5 преступление шута илнĕччĕ, кăçал вара пирĕн объектсенчен пурлăх вăрланă тĕслĕхсемпе çур çултах 4 уголовлă ĕç пуçарнă.
Çавна май «Чăвашэнерго» энергообъектсенчен пурлăх вăрласран сыхланас енĕпе профилактика ĕçне анлăн йĕркелени вырăнлă. Çав мерăсенчен пĕри — электроэнерги парса тăрас ĕçе вăхăтлăха хутшăнман объектсене демонтаж туни. Кирлĕ пулсан кайран ли-нисене çĕнĕрен карасси чăрмавлă мар. Чăн та, пуçаруллă çынсем тупăнасса, пăрахăçа тухнă цеха е фермăна çĕнĕрен ĕçлеттерсе ярасса шанса чылай чух ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вĕсене вырăнтах хăварма ыйтаççĕ. Шăпах вĕсен кăмăлне кура тĕкĕнмен çавнашкал ЛЭПсене, трансформатор подстанцийĕсене вăрăсем куç хываççĕ те.
Энергокомпани тÿсекен çухату — медалĕн хăрах енĕ кăна. Çавнашкал преступленисем туса кукăр алăллă çынсем чылай чух энергооборудование юрăхсăра кăлараççĕ, авари пулас хăрушлăх тухса тăрать, ялĕ-ялĕпе электричествăсăр юласси те часах.
Пуртăллă çын
Электроэнергипе саккуна пăсса усă курнă, ăна вăрланă тĕслĕх нумаййи пирки энергетиксем чылайранпа чан çапаççĕ. Электроклептомансен сĕмсĕрлĕхĕ тепĕр чух чăннипех тĕлĕнтерет. Сăмса умĕнчех алăка хупса хураççĕ, йытă вĕскĕртеççĕ — кунашкаллине «Чăвашэнерго» сотрудникĕсем хăнăхнă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть вара Шупашкар районĕнчи Чантăр ялĕнче усă курнăшăн тÿлеменнине кура электричество чарма килнĕскерсене хирĕç кил хуçи… пуртă йăтса тухнă. Юрать-ха, унпа тытăçу пуçарман: шалти ĕçсен пайне, филиалăн хăрушсăрлăх управленине пĕлтернĕ — пĕтĕмпех инструкципе килĕшÿллĕн. Полицейскисене курсан лешĕ самантрах лăпланнă, электричествăшăн тÿлемелли укçа та тÿрех тупăннă.
Çапах çав тĕслĕх тĕлĕшпе энергетиксен пурпĕр полици пирки ÿпкев пур. Свидетельсем пулнă, заявлени панă, анчах «пуртăллă çынна» полици пурпĕр уголовлă майпа явап тыттарман. «Ăнланатпăр: полицин ахаль те ĕç нумай, çапах сăмах пирĕн служба тивĕçĕсене пурнăçлакан ĕçченсен пурнăçĕпе сывлăхĕ пирки пыракан çакнашкал тĕслĕхсене кирлĕ пек тимлĕхсĕр хăварма юрамасть тесе шутлатпăр, унсăрăн яваплăх çуккине хăшĕсем «тем те тума юрать» тенĕн ăнланасси те часах», — иккĕленмест «Чăвашэнерго» филиал директорĕн хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен заместителĕ Николай Миронов.
Нумаях пулмасть унăн Патăрьел районне кайма тивнĕ. Полиципе пĕрле унта Ыхраçырми тата Ишлĕ ялĕсен çыннисемпе, хăйсене вырăнти «авторитетсем» пек туяканскерсемпе, «чуна уçса» калаçнă. Энергетиксем вĕсем электролинипе хăйсем тĕллĕн çыхăннине тупса палăртнă. Электроэнергипе килĕшÿ тумасăрах самай вăрах усă курнă. Çук çынсем мар: чаплă çуртсем çĕклеме пултарнă, çав вăхăтрах электричествăшăн тÿлеме кĕсйисем çÿхе пек пулса тухать.
Çав çынсем вара вырăнти энергетиксене хăратма та именмен: «Сирĕн кунта пурăнмалла, çемйĕрсем те кунтах…» «Арçынла мар хăтланаççĕ», — кĕскен те уçăмлăн хакларĕ вĕсен тыткаларăшне Николай Миронов. Полиципе пĕрле кайсан çав çынсем хăйсене йĕркеллĕ тытнă — электричество чарассине чăрмантарман. Вĕсем тĕлĕшпе энергипе килĕшÿ тумасăр усă курнине çирĕплетекен актсем çырнă — сиене саплаштарнисĕр пуçне административлă майпа та явап тытĕç.
КоАП вулăр, УКпа паллашăр
Çурта электричество сечĕпе çыхăнтарма саккунпа килĕшÿллĕн чылай мероприяти пурнăçламалла. Анчах хăшĕсем техника условийĕсене илсенех «лăпланаççĕ»: хăйсем тĕллĕн çыхăнаççĕ — киловатсене çунтараççĕ, анчах документсене официаллă майпа хатĕрлемешкĕн сеть компанине е энергосбыта кайма васкамаççĕ. Ку — электричествăпа килĕшÿ тумасăр усă курни. Çакнашкал тĕслĕхе тупса палăртсан тÿрĕ кăмăллă мар потребителĕн чăн виçепе мар, электричествăпа мĕн чухлĕ усă курма пултарнин шутласа палăртнă калăпăшĕшĕн тÿлеме тивĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас