Шупашкарти «тăвăр» адрессем

6 Çĕртме, 2018

— Эпĕ — икĕ ача амăшĕ. Нивушлĕ манăн ачасен çакăнта чупмашкăн, вылямашкăн ирĕк çук? Мĕн, пушă вăхăта суту-илÿ центрĕнче ирттерччĕр-им? — пăшăрханса калаçать Шупашкарти Мате Залка урамĕнчи нумай хутлă çуртра пурăнакан Ольга Семенова. Çамрăк хĕрарăм хăй те пысăк мар çак лаптăкра выляса-чупса çитĕннĕ те — пушшех кÿренмелле. Халь вара çакăнта темиçе хутлă лавкка тума палăртаççĕ иккен.

Ытларикун унта журналистсем килнине курса çывăхри çуртсенче пурăнакан çынсен самай пысăк ушкăнĕ самантрах пухăнчĕ. Пĕри те тепри пăшăрханса калаçать: кунта лавккасем ахаль те нумай. Апла тăк тепĕр суту-илÿ комплексĕ мĕн тума кирлĕ? Çавăнпа çынсем пулас стройкăна хирĕç çĕкленнĕ те. Интернетра пысăк мар çак лаптăка строительство валли пама хатĕрленнине пĕлсен депутатсен ячĕпе çырупа тухнă. Хускану çуккине кура Раççей Президентĕнчен пулăшу ыйтма шут тытнă. 

Реакци текенни вăрах кĕттермен. Тунтикунхи планеркăра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак çыру Президентăн тĕрĕслев управленийĕнчен çаврăнса килнине пĕлтерчĕ, хула влаçĕсене çынсен ыйтăвне шута илмелли пирки асăрхаттарчĕ. Ытларикун вара тавлашуллă çак лаптăкра журналистсемпе республикăн тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин тата тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Павлов курнăçрĕç.

Александр Шевлягин вара çывăхри çуртсенче пурăнакансене хăйсене çак лаптăка илме сĕнчĕ — ун чухне ăна никам та куç хываймĕ. Çакăнпа Анатолий Павлов та килĕшет. Çынсен хăйсен пуçаруллăрах пулмалла. Чылай чух вара вĕсем кайран кăна, стройка пуçлансан, хыпăнса ÿкеççĕ.

Тавлашуллă лаптăксем, территорие «хĕссе» çурт-йĕр çĕклессипе çыхăннăскерсем, Шупашкарта татах пур. Вĕсене те çитсе куртăмăр. Элькер тата Ахазов урамĕсем хĕресленекен кĕтесри пурăнмалли çуртсен «курупкин» варринчи яштака хурăнсем куçа илĕртеççĕ. Анчах вĕсен сулхăнĕнчи лаптăкра кĕçех стройка пуçланма пултарать. Унччен вăл ача сачĕн территорийĕ пулнă. Садик те тахçанах ĕçлемест ĕнтĕ, вăл уйрăм çын харпăрлăхĕнче — çуртпа склад вырăнне усă кураççĕ.

Анатолий Павлов каланă тăрăх, лару-тăру ансат мар. Муниципалитет çĕрне, 4,5 пин тăваткал метра яхăн йышăнаканскере, хăй вăхăтĕнче, 2008 çулта, арендăна панă та — халь арендатор «вăраннă», кунта «Стромон» компани икĕ подьездлă пурăнмалли çÿллĕ çурт çĕклеме палăртать. Халăх хирĕç. «Пирĕн тавлашуллă ыйтăва татса пама тивет…» — хуравĕ паллă маррине, çав вăхăтрах строительствăна чарма ирĕк çуккине систерсе калать Анатолий Леонидович.

Кунта та хастар кинемейсем часах пуçтарăнчĕç — стройкăна яхăнне те ярасшăн мар. Арендатор представителĕ, хăйĕнпе Альберт Сулейманович тесе паллаштарнăскер, вĕсене ÿкĕте кĕртме хăтланса пăхрĕ-ха. Çук, ватăсене ÿкĕте кĕртеймерĕ. Çывăх вăхăтрах хайхи садик çуртĕнче пĕр пÿлĕм тара илме шантарчĕ — унта хăйне евĕр калаçу пункчĕ йĕркелесшĕн, çывăхри çуртсенче пурăнакансем пыччăр, вĕсене çак территорире çĕнĕ çурт çĕкленĕ май кунта пĕтĕмпех хăтлăлатассине ăнлантарса пама май пулĕ.

Павлов мичман урамĕнчи 27-мĕш шкул хыçĕнче те усă курман объект пур - шкул теплици пулнăскер. Шăпах ун вырăнĕнче 9 хутлă çурт тăвасшăн. Ку тăрăхра пурăнакан çĕр-çĕр çын алă пуснă çыру та республика Пуçлăхĕ патне çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсем те стройка пуçлассине чарма тархаслаççĕ.

Çĕр — уйрăм харпăрлăхра. Анатолий Павлов каланă тăрăх, документсем йĕркеллех пулсан администрацин строительствăна чармашкăн право çук — ирĕк пама тивĕ. 

Александр Шевлягин та, авă, тавлашуллă лару-тăрура «ылтăн варрине» тупма тăрăшмалли çинчен калать — строительсен çынсемпе калаçса татăлмалла. Çынсем хирĕççи те яланах вырăнлă мар.

Çапах Павлов мичман тата Элкер урамĕсенчи стройкăсен шăпине татса панă теме иртерех-ха. Çакă тепĕр кунне, юнкун, асăннă адрессемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсен куç кĕрет çирĕпленчĕ. Ыйту çивĕчлĕхне кура вăл та çынсемпе курнăçса калаçас, лару-тăрăва хăйĕн куçĕпе курса хаклас тенĕ. Ку хутĕнче тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков та пĕрлех пулчĕ.

Михаил Игнатьев çынсене тимлĕ итлерĕ, республика ертÿлĕхĕ вĕсен кăмăлне шута илме тăрăшнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Вăл нумай çул каялла çĕре арендăна панипе çыхăннă йышăну «тасалăхне» тĕрĕслесси çинчен каларĕ. Ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан арендатора урăх лаптăк сĕнме пулать — унта çурт туччăр. Кирек мĕнле пулсан та вăл çак лаптăка кунта пурăнакансемпе пĕрле хÿтĕлессине палăртрĕ, халăх Михаил Васильевичпа кунта çĕнĕ çурт стройки пулмасса шанса сывпуллашрĕ.

Павлов мичман урамĕнче те регион ертÿçине кунта пурăнакансен пуçару ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Кунта та çынсем строительство организацине урăх çĕрте шайлашуллă лаптăк пама сĕнчĕç. 

Сирĕн кăмăла хирĕç каймăпăр, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ пухăннисемпе калаçнă май. — Çынсен интересĕсене тĕпе хумалла. Эпĕ хулара хĕссе, территорисене тăвăрлатса çурт-йĕр çĕклени вырăнсăрри пирки хамăн позицие унчченех палăртнă. Эпир юлашки çулсенче кăна ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 2 пин гектар çĕре строительство валли куçарса хулана панă. Çавăнпа та çĕнĕ стройкăсем валли çĕр çук тени тĕрĕс мар — лаптăксем çителĕклех.

Рубрика: 

Комментари хушас