- Чăвашла верси
- Русская версия
Унчченхи пек сĕрлемĕç
Тепĕр 17 çултан тĕнчере пыл хурчĕсем пуçĕпех çухалма тата ял хуçалăх культурисен тухăçлăхĕ тăруках чакма пултараççĕ.
«Экономикăн аслă шкулĕ» Наци тĕпчев университечĕн Статистика тĕпчевĕсемпе экономика пĕлĕвĕсен институчĕ пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре пыл хурчĕсен йышĕ 10 çулта 40 процент чакнă.
Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче хăйсем тĕллĕн аталанакан вĕлле хурчĕсен /дикие пчелы/ популяцийĕ 90 процент, килтисен вара 80 процент таран вилсе пĕтнĕ. «Çакнашкал туртăм сыхланса юлсан пыл хурчĕсен тĕсĕ 2035 çул тĕлне çĕр çинчен пачах çухалма пултарать. Ун чухне агро-культурăсен пĕрре виççĕмĕш пайне акса-лартса ÿстерме май пулмасть тата вĕлле хурчĕсем çухални пĕтĕмĕшле экологи катастрофи патне илсе çитерме пултарать», — тесе асăрхаттарнă асăннă тĕпчевсемпе паллашнă хыççăн Органикăн çĕр ĕç союзĕн ĕçченĕсем.
Çак çивĕч ыйту ООНăн çĕршывсен хушшинчи Апат-çимĕç тата ял хуçалăх организацине пăшăрхантарать. Ыйту чăннипех те çивĕч пулнине кура сумлă организаци Пĕтĕм тĕнчери вĕлле хурчĕн кунне çирĕплетнĕ. Кăçал ăна çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче пĕрремĕш хут паллă тунă. ООНăн çĕршывсен хушшинчи Апат-çимĕç тата ял хуçалăх организацийĕ Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕпе пĕрле пестицидсемпе усă курас ĕçри йĕркесене палăртакан Пĕтĕм тĕнчери кодекс туса хатĕрленĕ.
Раççей эксперчĕсем тĕнчери çĕршывсем асăннă кодекса çирĕп пăхăнасси пирки иккĕленеççĕ. «Европăри çĕршывсенче темиçе çул хушши ĕнтĕ чи хăрушă наркăмăшсемпе усă курма чарнă — унта çум курăка глифосат никĕсĕ çинче туса хатĕрленĕ гербицидсемпе пĕтереççĕ, — пĕлтерет Ор-ганикăн ял хуçалăх институчĕн директорĕ Иван Гараев. — Тĕнчери чи пысăк суту-илÿ сечĕсенчен пĕри асăннă гербицидсене пачах сутма пăрахнă, çав шутра Раççее те».
Анчах та, Иван Гараев сăмахĕпе, Раççейре хальлĕхе пĕр регион кăна тăпрана тĕрлĕ им- çампа вараламасăр унăн экотытăмне сыхласа хăварассишĕн тăрăшать. Ку вăл — Белгород облаçĕ. Асăннă тăрăхра пестицидсемпе усă курассине палăрмаллах чакарма тата тухăçлăха ÿстерме май паракан биологи мелĕсемпе анлăрах усă курма палăртаççĕ. Çак мел пыл хурчĕсене сыхласа хăварма кăна мар, çынсен сывлăхне çирĕплетме те пулăшать.
Хурт-хăмăр вилсе пĕтсен этемлĕх тепĕр тăватă çул кăна тытăнса тăма пултарнине Альберт Эйнштейн ăсчах чылай маларах асăрхаттарса хăварнă. Вĕлле хурчĕсем ял хуçалăх культурисен 75 процентне ытла шăркалантараççĕ. Вĕсем пулмасан пан улми, помидор, хăяр, кофе, какао тата ытти нумай- нумай культура ÿсеймест. «Çĕр ĕçне экологизацилесси темле ытла тăкаклă та мар, ăна кашни ял хуçалăх таварĕ туса илекенех ним чăрмавсăр тума пултарать. Ума çавнашкал тĕллев лартни тĕп вырăнта тăрать», — палăртнă Органикăн çĕр ĕç союзĕн правленийĕн председателĕ Сергей Коршунов. Малалла вулас...
Комментари хушас