- Чăвашла верси
- Русская версия
Малашне уроксене камсем ирттерĕç?
Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар шкулĕн коллективне РФ Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, квалификацийĕн аслă категориллĕ вĕрентекенĕ Сергей Антонов ертсе пырать. Ăсти епле, тĕрри çапла теççĕ. Сергей Николаевич студент çулĕсенчех пысăк тăрăшулăхпа палăрнă. Пултарулăхри ăнтăлушăн ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме икĕ хутчен тивĕçнĕ. Хăйĕн вăхăтĕнче «Çулталăкри учитель» конкурсра палăрнă.
— Сергей Николаевич, сирĕн пĕлÿ çурчĕ историре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни çинчен илтнĕччĕ.
— Тĕрĕсех. Кивĕ Вăрмар шкулĕ чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев уçнипе паллă. Аслă Вĕрентекенĕмĕр пирĕн ялта 1883, 1888 çулсенче пулнă. Кунта çĕр каçнă. Вырăнти тавра пĕлÿçĕ Геннадий Эверсков кун çинчен хăйĕн кĕнекинче тĕплĕн çырса кăтартнă. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчи уявсене — Иван Яковлев çутă тĕнчене килнин тата Чăваш чĕлхин кунĕсем — чысласси йăлана кĕнĕ. Иртнĕ уйăхра Иван Яковлевич çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа пултарулăх конкурсĕ ирттертĕмĕр.
— Черетлĕ вĕренÿ çулне шкул мĕнле çитĕнÿсемпе вĕçлет?
— Педколлектив çитĕнекен ăру пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма пултартăр, спорта, тăван тавралăха юраттăр, сывлăхне çирĕплеттĕр, патриот пулса çитĕнтĕр тесе ырми- канми тăрăшать. Шкул столовăйĕнче епле апатланнине тĕрĕслесех тăратпăр. Çĕр проценчĕпех вĕри апат çини савăнтарать паллах. Ачасем район центрĕнчи бассейна çулла та хаваспах çÿреççĕ. Пирĕн тĕллев — шкултан вĕренсе тухиччен пурин те лайăх ишме вĕренсе çитмелле. Эпĕ те шыва кĕме питĕ юрататăп. Учительсен коллективĕ районти ăмăртура ишессипе 2016, 2017 çулсенче мала тухрĕ. Кăçал пирĕнтен Аслă Чаксем кăна иртме пултарчĕç. Анчах эпир вĕсене парăнма шутламастпăр. Ачасен хушшинче те пултаруллă ишевçĕсем пур.
«Пĕрлĕхре — вăй» каларăш чăнлăхĕ вĕренÿре те, общество ĕçĕнче те палăрать. Вĕренекенсен 50 проценчĕ «4», «5» паллăсемпе пĕлÿ пухать, предмет олимпиадисенче хастарлăх кăтартать. Эпĕ пĕр вăхăт директор çумĕ пултăм. Çав çулсенче КВН ирттересси, ДЮП, ЮИД ăмăртăвĕсене хутшăнасси çÿллĕ шая çĕкленнĕччĕ. Çакна çамрăк инспекторсем район, республика слечĕсенчен парнесемпе таврăнни лайăх çирĕплетет.
— Эсир технолог-преподаватель. Сирĕн урок ачасене савăнăç кÿрет-и?
— Тÿрех калатăп: шкулта ĕç вĕресе тăрать. «Çунатлă туссене — пулăшу» акцие хутшăнса пĕр çулхине çамрăк ăстасем шăнкăрчсем валли 170 вĕлле турĕç. Кăçал та чылай хатĕрлерĕç. Хĕлле ырă кăмăллăха палăртса ватă çынсене юр уçма, шыв кÿме тата тĕрлĕ ĕç тума пулăшрĕç. Ача чухне хамăр та хастар тимурçăсем пулнă. Ÿстерсе каламастăп: технологи предмечĕ пурне те чунтанах килĕшет. Вăл пуласса кĕтеççĕ кăна.
— Çивĕч ыйтусем тупăнса тăраççĕ-и?
— Унсăрăн епле-ха? Тивĕçлĕ канăва тухнă учительсене улăштарма çамрăксем çукки канăç памасть. Вăтам ÿсĕм — 48 çул. Юлия Гурьева 40 çул ытла вăй хурать. Ĕç кĕнекинче пирĕн шкула ĕçе вырнаçни çинчен калани кăна. Хăй пăрахса каясшăн. Тĕрĕссипе, шеллетĕп ăна, хамăн та тытса тăрас килмест. Анчах унăн вырăнне уроксене кам ирттерĕ? Тин çеç диплом илнĕ педагогсем шкула килмесен мĕн курăпăр? Малалла вулас...
Комментари хушас