Хамăр ларакан турата касатпăр мар-и?
Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче экологи ыйтăвне татса парассипе, çынсене ĕçлесе пурăнма хăрушсăрлăх тата лайăх майсем тăвассипе çыхăннă ыйту çивĕч.
Республика ертÿлĕхĕ Шупашкар хулипе Шупашкар районĕнче ырă мар шăршă сарăлнипе çыхăн-нă лару-тăрăва тĕрĕслесе тăрать. Çакна тупса палăртнă: ырă мар шăршăн сăлтавĕ тата вăл асăннă тăрăхра сарăлни — «Юрма» агрохолдинг тулли мар яваплă обществăра чăх-чĕп каяшне тирпейленĕ чухнехи технологисене пăсни. Предприяти тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Çут çанталăка сыхлакан прокуратура ку ыйтупа уголовлă ĕç пуçарма палăртать. Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн эксперчĕсем Шупашкар районĕнче экологин черетлĕ рейдне ирттернĕ. Вĕсем журналистсемпе тата вырăнта пурăнакансемпе предприятин чăх-чĕп тирпейлемен каяшне упракан хирĕсенче пулса курнă. Тĕлпулăва хутшăннă «Юрма» ертÿçи çивĕч ыйтăва чăх-чĕп каяшне тирпейлемелли тăрăллă сооруженисем туса лартнă хыççăн çулталăк вĕçне татса пама шантарнă. Çавăн пекех вăл çитес эрнере асăннă объектсен строительствин проектне туса хатĕрлесси пирки пĕлтернĕ.
Иртнĕ эрнере Халăх фрончĕн эксперчĕсем халăх пурăнакан вырăнсен çывăхĕнче вырнаçнă çÿп-çап куписене тупса палăртнă тата йĕркене кĕртнĕ тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ хуласен рейтингĕпе паллаштарнă. Шупашкар хулари çÿп-çап вырăнĕсене тухăçлă йĕркене кĕртекенсен списокĕнче юлашкисен шутĕнче. Раççей хулисен асăннă рейтингĕнче Чăваш Ен тĕп хули — юлашкинчен пĕрремĕшĕ. Шупашкарта тупса палăртнă 39 çÿп-çап вырăнĕнчен иккĕшне кăна йĕркене кĕртнĕ.
Унччен маларах Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн хастарĕсем Чăваш Енри граждансем ыйтнă тăрăх, вырăна тухса экологи рейчĕсем ирттернĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем тĕп хулара тавралăха хăрушлăх кÿрекен территорисем пуррине çирĕплетнĕ. Тĕслĕхрен, «Текстильщик» коллективлă сад хĕрринче тата Соляное микрорайонпа юнашар пысăк çÿп-çап тăвĕ йĕркеленнĕ. Кунтан «нефть продукчĕсенчен» тăракан пĕчĕк çырма тÿрех Атăла юхнă. Вырăнта пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, айăпĕ «çĕр айĕнчи çăл куçсенче»: çĕр айне чавса чикнĕ савăтсем çĕрсе юрăхсăра тухнă. Тупса палăртнă çитменлĕхсем, çÿп-çап вырăнĕсем çинчен общество хастарĕсем РФ Çут çанталăк министерствине пĕлтереççĕ. Унсăр пуçне вĕсене пĕтерессине хăйсем тĕрĕслесе тăма палăртаççĕ.
Етĕрне хулинче те çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă татса паман ыйтусем пур. Хулари тасатакан сооруженисенче авари пулнă хыççăн Сăрăн ейÿ çаранĕнче каяш шывсен кÿлли йĕркеленнĕ. Малалла вулас...