Çĕнĕ кĕнеке

21 Ака, 2015

Турăшăн юрăхлă та çынсемшĕн усăллă

Пĕр аслă этем, «Кирĕк епле ырă ĕçе те Турăшăн юрăхлă, çынсемшĕн усăллă тумалла», - тенĕ. Çак каларăш тĕн кĕнекисене куçаракан çынсем пирки каланă пекех туйăнать мана. Чиркÿ кĕнекисене чăвашла куçарса кăларас пархатарлă ĕçе асаттемĕрсем иртнĕ ĕмĕрсенчех тытăннă. Сăмахран, «Катехизис» ятлă кĕнеке 1820 çултах тухнă пулнă.

14 Ака, 2015

Пĕрлехи вăйпа туптаннă Çĕнтерÿ

Аслă Çĕнтерÿ тĕлне Чăваш кĕнеке издательстви Мĕтри Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» романне çĕнĕрен пичетлесе кăларнă.

Пĕрремĕш кĕнеки 2014 çулта тухнăччĕ, иккĕмĕш пайĕ çак кунсенче кун çути курчĕ.

9 Ака, 2015

Чĕрĕ туйăм кивелмест, сÿнмест...

Ачалăхпа яшлăхра сăвă çырман çын сайра-тăр. Чунри савăнăç-пăшăрхану йĕркесемпе çаврасене сăрхăнса тухать. Çитĕнерехпе чылайăшĕ пăрахса ярать ку ĕçе. Чăн-чăн сăвăçсемшĕн вара поэзи пурнăç çулне çутатакан маяк пек пулса тăрать.

25 Пуш, 2015

Ял çыннисем çĕнĕ кĕнекесем кĕтеççĕ

Чăваш кĕнеке издательствине вулакансем тăтăшах çыраççĕ çырусем, сĕнÿсем параççĕ. Кĕнеке кăлараканпа вулакан хушшинчи çыхăну коллектива çăмăл мар ĕçре хавхалантарса, вăй-хал парса пырать.

Pages