Пĕрлехи вăйпа туптаннă Çĕнтерÿ

14 Ака, 2015

Аслă Çĕнтерÿ тĕлне Чăваш кĕнеке издательстви Мĕтри Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» романне çĕнĕрен пичетлесе кăларнă.

Пĕрремĕш кĕнеки 2014 çулта тухнăччĕ, иккĕмĕш пайĕ çак кунсенче кун çути курчĕ.

Мĕтри Кипек вăрçă çинчен тĕрĕссине çырса кăтартать, уншăн салтаксемпе офицерсем чи малтанах - ырă чунлă, кăмăллă çынсем. Тăшмана тавăрас, тĕп тăвас тĕллев вĕсене çак пахалăхсене хаяр саманара та çухатма паман.

Романра совет, поляк, чехпа словак партизанĕсем фашистла Германие хирĕç пĕрлехи вăйпа кĕрешнине çырса кăтартнă. Сюжет никĕсĕнче - 1944-1945 çулсенче Польша, Чехословаки тата Австри территорийĕсенче пулса иртнĕ чăн событисем.

«Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» роман хăйĕн вулаканĕсене паянччен те çухатман, вуншар çул иртсен те çаплах пулĕ. Дмитрий Афанасьевич ăна 1963-1966 çулсенче çырнă. 1970 çулта роман Чăваш АССР Министрсен Канашĕн премине, 1982 çулта К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине тивĕçнĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА.

Рубрика: