Аслă çĕнтерÿ: 70 çул

4 Çурла, 2015

Тăнăç пурнăçшăн асатте те юн тăкнă

1988 çулхи август уйăхĕнче Беларуçре пулма тÿр килчĕ. Маншăн тата чылайăшĕшĕн вăл - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнине аса илтерекен вырăн.

31 Утă, 2015

Вăрçă ахрăмĕ

Тăван тавралăх, Çавал, Хырлапа Шăнкăртам çинчен кăсăккине икĕ чăваш пĕр-пĕрне тата каласа паратчĕçех, вĕсен хăлхине армада кĕрлевĕ хупласа хучĕ.

– Кунталла танксен кĕтĕвĕ килет! Парăнмастпăр! – тапранчĕ вырăнĕнчен Петр Васильев. Вăл алă пулемечĕпе ăста перет. Тихонов вут-хĕм сирпĕтмелли бутылкăсене (бутылки с зажигательной смесью) хăй патнерех куçарчĕ. Винтовкăпа карабин, гранатăсем... Дегтяревăн хăй тĕллĕн авăрланакан винтовки. Вун-вуникĕ патронпа перет. Чăркăшскер тусан пĕрчи çаклансанах пеме пăрахать.

30 Утă, 2015

Телейÿ пур санăн, тыткăнран çăлăнатăн

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нимĕçсен тыткăнĕнче çулталăк çурă пурăннă пулсан та ăраскалĕ ăна паянхи кун илемне курма пÿрнĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар ялĕнче пурăнакан Сергей Чижов пуçне шлепке тăхăнать те хăех кăштăртатса çÿрет. Кĕркунне 95 çул тултарĕ вăл...

24 Утă, 2015

Вăрçă ахрăмĕ

Пахра юханшыв çинчен Аркадий Никитин илтменччĕ те, пĕлменччĕ те. Вăрçă пуçлансан темиçе эрнерен çав юханшыв хĕрринчи Подольск хулинче Шупашкар каччи артиллери училищин курсанчĕ пулса тăчĕ. Ку училищĕре чăвашсем самайăн. Вĕсем пехота училищинче татах та йышлăрах. Вĕреннĕ хушăра Аркадий чылай курсантпа паллашрĕ.

16 Утă, 2015

"Тухтăр, ан татăр манăн алла ­— хĕрсене краковяк ташлаттараймăп"

Пăрачкав районĕнчи Кудеиха ялĕнче пурăнакан 89 çулти Александр Калентьевăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки аса илсе каласа кăтартмалли питĕ нумай.

Pages