- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăрçă ахрăмĕ
Тăван тавралăх, Çавал, Хырлапа Шăнкăртам çинчен кăсăккине икĕ чăваш пĕр-пĕрне тата каласа паратчĕçех, вĕсен хăлхине армада кĕрлевĕ хупласа хучĕ.
– Кунталла танксен кĕтĕвĕ килет! Парăнмастпăр! – тапранчĕ вырăнĕнчен Петр Васильев. Вăл алă пулемечĕпе ăста перет. Тихонов вут-хĕм сирпĕтмелли бутылкăсене (бутылки с зажигательной смесью) хăй патнерех куçарчĕ. Винтовкăпа карабин, гранатăсем... Дегтяревăн хăй тĕллĕн авăрланакан винтовки. Вун-вуникĕ патронпа перет. Чăркăшскер тусан пĕрчи çаклансанах пеме пăрахать.
Чăваш вăрçăра та чăвашах çав: çиччĕ виçсе пĕрре касма кăмăллать. Çакă ăнланмалла ĕнтĕ – чăваш чунне çиччĕ хисеп çывăх. Ун шучĕпе тĕнчере пирĕн планетăсăр пуçне тата çичĕ тĕнче пур. Унăн юмахĕсенчи шурă акăшсем çичĕ тинĕс леш енне вĕçсе каяççĕ. Хресчен çичĕ тĕслĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тултарма ĕмĕтленет. Ял хĕрĕ пасарта çиччĕ хĕççи суйлать. Çиччĕ хĕççи çип тиркемест, ĕçчен йĕкĕт маттур хĕр патне евчĕ ямасть, хăй каять. Йĕкĕт пикене вăйăран автан çиччĕ авăтсан, шурăмпуç килнĕ чухне, ăсатса ярать килне. Çиччĕ чăвашсемшĕн сăваплă шут: эрнере çичĕ кун, асамат кĕперĕ çичĕ тĕслĕ, тÿпери ялтăр çăлтăр – çич çăлтăр...
Çичĕ юта ĕнселемелли хĕрÿллĕ куна та Тихонов чăвашăн йăли-йĕркипе çиччĕ шута ыттисенчен мала хурса суйласа илчĕ: октябрĕн 13-мĕшĕнче тăшман танксем хыççăн пырса атака пуçларĕ. Нимĕçсен ултă танкĕ арканать. Çĕр ытла гитлеровец пирĕн алла лекет. Шел, алла аллăн çапăçма тытăнсан Тихонов та йывăр аманать. Çавăн хыççăн Тихоновпа Васильевăн вăрçăри çулĕсем икĕ еннелле каяççĕ. Çар почти икĕ çыру кăна илсе çитерчĕ Васильев аллине тусĕнчен. Алманчăра та унран виçкĕтеслĕхсем илми пулчĕç. Вăл хыпарсăр çухални çинчен пĕлсен Петр Васильевич блокнотне хуйхăллă йĕркесем çырăнаççĕ:
Улăх варринче ут кăшкар
Çулçи вăр-вăр çаврăнать,
Вăрри шăпăр тăкăнать.
Вăрçăри тус аса килсен
Ăш-чик вăр-вăр çаврăнать,
Куççуль шăпăр тăкăнать.
Шăмă та хуçăлать, чул та ванать. Ырă асаилÿ вара яланлăхах сыхланса юлать.
Мускава епле хÿтĕлесе хăварни çинчен асаилÿсем çук мар. Вĕсенчен пĕрне отставкăри подполковник Ф.Медяков çырнă. Вулатпăр:
"Сталин тăшмана Можайск патĕнче тытса чарма хушнă. Анчах та оборона линине туса çитереймен, ку участоксенче фашиста хирĕç çапăçма пултаракан çар чаçĕсем те урăх пулман. Тăшмана чарса тăма Подольск хулинчи пехотăпа артиллери училищисен курсанчĕсем кăна пултарнă. Вĕсене тревогăпа тăратнă... Подольск хулинчи пехота училищинче Чăваш Республикинчен пĕтĕмпе 150-170 çамрăк пулнă, çав шутра Шупашкартан 100 çын".
Курсантсемпе десантниксем гитлеровецсене хирĕç шăл çыртса урса кайсах çапăçрĕç, тăшмана тĕп хула еннелле талпăнма памарĕç.
Вăраха тăсăлчĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. Хĕрлĕ Çара 1418 кун хушши юн тăкса çапăçма тиврĕ тăшманпа. Йывăр вăрçă ахрăмĕ паянчченех кисренÿллĕн илтĕнсе тăрать. Паттăрсем пĕр-пĕринпе курнăçсан, тăванпа тĕл пулнă пекех вăрах калаçаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне хаклă туссем тесе шутлаççĕ.
Мускава хÿтĕлекенсен позицийĕсенче темиçе курсант кăна чĕрĕ юлать. Çав шута С.Ф.Жарков чăваш кĕрет. 1941 çулхи август уйăхĕнче вăл йывăр аманать. Сипленнĕ хыççăн Подольскри училищĕре вĕренсе офицер ятне илет, фронтăн чылай кĕтессинче Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Вăл тăшманпа миномет взвочĕн командирĕ пулса çапăçать. Гварди капитанĕ ят илме тивĕç пулать. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе икĕ хутчен, Александр Невский орденпа тата чылай медальпе наградăлаççĕ.
Вăрçă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче истори факультетне вĕренсе пĕтерет. Парти обкомĕн лекторĕ, "Пĕлÿ" обществăн референчĕ, Чăваш патшалăх университетĕнче КПСС историйĕ кафедрин преподавателĕ пулса ĕçлет. 1950 çулта Нина Филипповăпа мăшăрланать. Çак мăшăртан Елена хĕр юлать. Пире унăн ывăлĕпе Сергей Геннадьевич Степановпа тĕл пулма май килчĕ. Кукашшĕн сăнÿкерчĕкĕсене вăл пачĕ.
1981 çулта Мускава хÿтĕлесе хăварнăранпа хĕрĕх çул çитнине паллă турĕç. С.Ф.Жаркова студентсемпе тĕл пулма чĕнеççĕ. Фронтовик студентсене хăйĕн вăрçăри çул-йĕрĕпе уçăмлăн паллаштарчĕ.
– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи çулĕ шутсăр йывăр пулчĕ. Вăрçă ахрăмĕ паян та асра, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне Степан Федорович. – Шупашкар хулин çар комиссариачĕ пире, 100 çынна, Саранск хулине ăсатрĕ, унтан Подольск хулинчи пехота тата артиллери училищисен курсанчĕсем пулса тăтăмăр.
Лару-тăру питĕ йывăрччĕ ун чухне. Тăшман танкĕсен хăватлă армади Мускав еннелле вирхĕнсе пыратчĕ. Тĕп хула шăпи йĕп вĕçĕнче тытăнса тăратчĕ. Çав йывăр вăхăтра Подольскри çар училищисен курсанчĕсем хăюллăн тăшман çулĕ çине тăчĕç. Пуçра октябрĕн 6-мĕшĕ тăрса юлнă. Тăшмана чартăмăр-чартăмăрах. Угра юханшыв хĕрринелле хĕссе хутăмăр. Çĕрĕпех сыхă тăтăмăр.
Шупашкар каччисем Александр Толмачевпа Аркадий Никитин иккĕшĕ пĕр окопра. Тупăсене малтанах палăртнă позицисене вырнаçтарчĕç ĕнтĕ. Вĕсем валли тăшман асăрхами хÿтлĕхсенче вырăн тупнă. Хупланă, пытарнă. Вĕсем ут кÿлсе турттармаллисем, салтаксен вăйĕпе малалла каймаллисем. Кĕçенекен туртăм вăйне кĕрлекен моторсемпе ылмаштарасси патне çитеймен-ха кунти десантниксем. Харпăр хăй тĕллĕн çÿрекен тупăсем çинчен хăюсăррăн ĕмĕтленнĕ кăна.
Паллах, Хĕрлĕ Çар ун чухнех çĕнелÿ туйăмĕпе сывлатчĕ. Вăрçă Хĕрлĕ Çара тĕпрен улăштарса вăйлатма пуçланă тапхăрта тапранчĕ. Çар чаçĕсенче унта-кунта Т-34 танксем кĕрлеме тытăнчĕç, сывлăшри самолет-штурмовик вĕçеве тухрĕ, "Катюша" хăватлă сасă пачĕ. Çак çĕнĕлĕхсене тăшман разведки асăрханă-асăрханах. Çавăнпа вăрçă пуçлама васканă. Ах, анчах... Çав çĕнĕлĕхсем Мускава хÿтĕлеме пырса çитеймен-ха.
Октябрĕн 7-мĕшĕнче нимĕçсем ирпе ирех пирĕн позицисем çине бомба хыççăн бомба тăкма тытăнчĕç. Унтан тупăсенчен персе харкашрĕç – артиллери вучĕпе пире сехет ытла çунтарса тăчĕç. Курсантсем çине икĕ батальон харăсах талпăнса тухрĕ. Тимĕртен çирĕп хурçă пур. Çулăм вучĕ кăвайтран та хăрушăрах. Салтак кăмăлĕн çирĕплĕх пур. Курсант харсăрлăхĕпе паттăрлăхĕ вара пачах чикĕсĕр. Унăн хĕçĕ шутсăр çивĕч те вичкĕн. Нимĕçсен тапăнăвне курсантсем десантниксемпе пĕрле татăклăн сирсе ячĕç.
– Ячĕсене лайăххăн астумастăп, хушаматсем тытăнса юлнах. Васильев, Варламов, Никитин, Толмачев, Лебедевский, Журавлев, Никишов, Емельянов... Вĕсен паттăрлăхĕ паян та асрах. Лебедевский уринчен амансан та окопрах юлчĕ, пулемет дискĕсене авăрларĕ. Васильев тăшмана алă пулемечĕпе хастарлăн хĕстерчĕ. Фашистсем пуç хунă курсантсен тумĕпе чееленсе тапăннине çийĕнчех Никитин палăртрĕ.
Хĕрÿ çапăçусем эрне ытла – резервран вăйсем килсе çитиччен пычĕç. Малалла каятпăр, каялла чакатпăр. Большая Шубинка ял темиçе хут алăран алла куçрĕ. Тăшмана пурпĕр чартăмăр-чартăмăрах. Хÿтĕлесе хăвартăмăр Мускава. Хамăрăн тĕп хулана тăшмана пама юрать-и вара?!
Ун чухне лару-тăру чăнах та çавнашкал йывăр пулнă-ши? Студентсем Совет Союзĕн маршалне Г.К.Жукова асаилчĕç. Мĕн шутлать-ши вăл çакăн пирки? Ăçти çапăçусем ун асĕнче уйрăмах тарăн йĕр хăварнă-ши? Уçăмлăх кĕртрĕ ку ыйтăва пехота капитанĕ Миккуль Пожеданов. Вăл Георгий Константинович паллă журналиста Пескова панă ăнлантарăва асаилчĕ.
– Ку ыйтăва мана час-часах параççĕ, эпĕ яланах пĕрешкел хуравлатăп. Ун чухнехи кунсем йывăр тĕрĕслев пулчĕç. Тĕп хула умне пысăк хăрушлăх тухса тăчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ заводсене, патшалăхăн хăшпĕр учрежденийĕсене, дипломати корпусне Çĕпĕре тата Атăл леш енне эвакуацилеме тиврĕ. Çав вăхăтрах парти ертÿлĕхĕ, Хÿтĕлевĕн Патшалăх Комитечĕ, Тĕп командующийĕн Çÿлти Ставки хуларах юлчĕç. Кам винтовка, кĕреçе тытма, кам станок, кам çар хатĕрĕсем хатĕрлекен станоксем патне тăма пултарать, çавсем пурте Мускав хÿтĕлевçисем пулса тăчĕç.
Хăш кунне тĕрĕсех калаймастăп, фронт штабне Сталин шăнкăравларĕ.
– Мускава хамăр алăрах хăварасси пирки эсир чăнахах иккĕленместĕр-и? Эпĕ çакна чĕре ыратнăран ыйтатăп. Коммунист пек таса чĕрепе калăр.
Эпĕ хуравларăм:
– Мускава хамăр алăрах хăваратпăр...
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки калаçу паян та татăлмасть. Ун пирки аслă ăру çыннисем пĕрмаях пуплеççĕ, яш-кĕрĕм тавлашать.
– Николай Яковлевич, эсир вăрçă пирки маршал мĕн шухăшланине каласа патăр. Хăвăр еплерех шухăшлатăр-ши? – ыйтрĕç унран студентсем темиçе кун каялла.
Капитан студентсем çине пĕр вăхăт ним шарламасăр пăхса тăчĕ. Пуçри шухăшне уçăмлатрĕ пулас. Кăштахран пуçне çÿле çĕклерĕ те сăмах хутаççине салтса ячĕ.
- Стало быть, эсир вăрçă пирки эпĕ мĕн шухăшланине пĕлесшĕн. Малтан нимĕç фашисчĕсем пирки хам мĕн шутланине кĕскен калам. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче нимĕçсем вырăссене хирĕç çапăçрĕç. Мĕн чухлĕ çын выртса юлчĕ ку вăрçăра! Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче совет халăхĕ миллион-миллионĕпе леш тĕнчене ăсанчĕ. Çакăншăн тăрăшрĕç нимĕç фашисчĕсем. Мĕн чухлĕ çемье хăр тăлăха юлчĕ! Миçе миллион çын вăхăтсăр леш тĕнчене кайрĕ! Малалла калас-и, çитĕ-и?
Студентсем нимĕн те шарламаççĕ. Фронтовик пулнă çын мĕн калани пурне те шухăша ячĕ.
– Эпир, Анаткас Пăшатанĕсем, тăшманпа фронтра тăваттăн çапăçрăмăр: аттепе унăн виçĕ ывăлĕ. Аттемĕр вăрçăран таврăнаймарĕ. Вăл Варшавăра вырăс масарĕнче ĕмĕрлĕх вырăн тупрĕ. Пĕр ывăлĕ, çар матросĕ, йывăр аманса таврăнчĕ те килте вилчĕ. Тепĕр ывăлĕ, артиллерист, госпитальтен уксакласа килчĕ, пĕр вăхăт ял канаш председателĕнче тăрмашрĕ, хăйне асăнмалăх ял масарĕ тавра карта тыттарчĕ те суранне пула хăвăрт çĕре кĕчĕ. Эпĕ вара, вăрçăра виçĕ хут суранланнăскер, ахлатса та пулин ĕмĕрĕме тăсма тăрăшатăп-ха. Сурансем пĕртте канăç памаççĕ мана. Çакăншăн нимĕç фашисчĕсене ылханатăп.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи фрончĕсенче пирĕн ял ывăлĕсемпе хĕрĕсем 248 çын, çав шутра тăватă хĕр, çапăçнă. Çав шутран 124-шĕ кăна яла таврăннă. Чĕрĕ пуçăн таврăннисем шутĕнче Лидия Никитична Дружинина-Федорова связистка, Елизавета Никифоровна Курмышова медсестра тата Ольга Михайловна Капралова.
Мана çеç аптăратать-ши ку ыйту? Пĕтĕм тĕнчипе сарăлакан "Ридерз Дайджест" журналăн 2015 çулхи малтанхи номерне уçар-ха. Унта "Эхо Москвы" радиостанцийĕн тишкерÿçи Антон Орехов "Простить. И понять" статья пичетленĕ. Вулатпăр:
"Нимĕçсем тĕлĕшпе еплерех пулмалла пирĕн - çак кăткăс ыйту час-часах шухăша ярать мана. Вĕсем çине лайăх куçпа пăхма пирĕн нимле сăлтав та çук. Эпир вĕсемпе Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçрăмăр - çав вăхăтрипе шутласан акăш-макăш пысăк çухатусем тÿсрĕмĕр. Ун хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи килсе таптарĕ – этемлĕх историйĕнче унран хăрушăраххи пулманах. Чăнахах Ырăпа Усал çапăçни. Пуç хунисем вуншар миллион. "Хăйĕн çывăх çыннине çухатман çемье тăрса юлманах" каларăш – сăмах çаврăнăшĕ мар, ÿстерсе калани те мар, ку вăл чăн-чăн тĕрĕслĕх. Тен, унашкал телейлĕ çемье пурах пулсан, вăл теплерен пĕрре çеç".
Çакнашкал ыйту тухса тăрать: аттесемпе асаттесем нимĕçсене каçарнă. Пирĕн тата мăнукăмăрсен вĕсене миçе хут каçармалла-ши? Çав каçарăвăн та чикки пулма пултарать-ши?
Хальхи саманара нимĕç хăйне еплерех тытать-ха? Европăри патшалăхсем ун еннелле пăхаççĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче АПШ тата Великобритани Совет Союзĕн союзникĕсем пулса тăнăччĕ, иккĕмĕш фронт уçнăччĕ. Халĕ, авă, союзниксем шăлĕсене Раççее хирĕçле шатăртаттарма тытăнчĕç те, нимĕç ун-кун шухăшламасăрах вĕсем майлă кайрĕ. Пыр та калаç çавăн хыççăн нимĕçпе! Вăл ĕмĕр-ĕмĕр пире хирĕç тăнă. Çав политикăнах халĕ те малалла тăсать.
Çук, кирек мĕн калăр, Раççей Федерацийĕн халăхĕ каçарми хаяррăн çилĕ тытмасть. Эпир кашни ырă утăма пысăка хурса хаклатпăр. Пĕлетпĕр, Евросоюз ăçталла сĕкĕнесси нимĕçрен нумай килет. Вырăспа нимĕç мирлĕ пурнăçшăн юнашар тăрса ăшталанччăр.
Мускав хÿтĕлевçин Степан Федорович Жарковăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулаймарĕ. Тăпри çăмăл пултăр паттăр фронтовикăн! Асрах тытатпăр тĕп хулан паттăр хÿтĕлевçисене!
Иван Тенюшев, отставкăри капитан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ
Чăваш патшалăх университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ.
Комментари хушас