Иван Тенюшев

31 Утă, 2015

Вăрçă ахрăмĕ

Тăван тавралăх, Çавал, Хырлапа Шăнкăртам çинчен кăсăккине икĕ чăваш пĕр-пĕрне тата каласа паратчĕçех, вĕсен хăлхине армада кĕрлевĕ хупласа хучĕ.

– Кунталла танксен кĕтĕвĕ килет! Парăнмастпăр! – тапранчĕ вырăнĕнчен Петр Васильев. Вăл алă пулемечĕпе ăста перет. Тихонов вут-хĕм сирпĕтмелли бутылкăсене (бутылки с зажигательной смесью) хăй патнерех куçарчĕ. Винтовкăпа карабин, гранатăсем... Дегтяревăн хăй тĕллĕн авăрланакан винтовки. Вун-вуникĕ патронпа перет. Чăркăшскер тусан пĕрчи çаклансанах пеме пăрахать.

24 Утă, 2015

Вăрçă ахрăмĕ

Пахра юханшыв çинчен Аркадий Никитин илтменччĕ те, пĕлменччĕ те. Вăрçă пуçлансан темиçе эрнерен çав юханшыв хĕрринчи Подольск хулинче Шупашкар каччи артиллери училищин курсанчĕ пулса тăчĕ. Ку училищĕре чăвашсем самайăн. Вĕсем пехота училищинче татах та йышлăрах. Вĕреннĕ хушăра Аркадий чылай курсантпа паллашрĕ.