Аслă çĕнтерÿ: 70 çул

26 Çу, 2015

Кĕтсе илеймерĕ

Вăрçă... Çак хаяр та тискер, хăрушă сăмах 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕршыври кашни çемьене пырса кĕнĕ, чун-чĕрене çÿçентерсе чÿречерен шакканă. Мĕн чухлĕ инкек, хурлăх илсе килнĕ вăл çĕр çине! Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнчи Варвара Григорьевнăпа Трифон Васильевич Блиновсен çемйине те çитнĕ нуша.

26 Çу, 2015

«Тăшмана пирĕн çĕр тăрăх утма памастпăр!»

- Эй, Турăçăм! Хăçан вĕçленĕ ку вăрçă! Ах, вилетĕп, çакăнтах выртса юлатăп пулĕ. Пĕр вăй юлмарĕ, сывлăш тухми пулчĕ. Пĕтĕм шăм-шак ыратать, хул-çурăм сурать. Ал-ура хытса ларнă - кĕреçе аврине те тытаймастăп, - шăн тăпрана купа çине аран-аран ывăтрĕ окоп чавакан çамрăк хĕр. Ăша пĕр татăк çăкăрпа чăмăрла пĕçернĕ çĕрулми янипе çеç вăй ăçтан пулайтăр ĕнтĕ. Шартлама сивĕ ÿт-пĕве çатăрласа илнĕ, чир-чĕрĕ те сулăнтарать - çынсем пурпĕр ĕçе тухнă. Епле-ха унсăрăн! "Тăшман ури ку тăрăхалла ярса ан пустăр кăна.

26 Çу, 2015

Манăçми Курск пĕкки

Эпĕ Шупашкарти çыхăну полкĕнче çар çыхăнăвĕн ĕçне вĕреннĕ хыççăн фронта кайрăм, стрелоксен Шупашкарта йĕркеленнĕ 324-мĕш дивизине лекрĕм. Унта миномет дивизийĕнче, çыхăну ротинче пултăм. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче мана стрелоксен 1095-мĕш полкне телефониста куçарчĕç. 1943 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче пирĕн полк Курск пĕккинчи çапăçăва кĕчĕ.

Штурм

23 Çу, 2015

Вăл - хыпарсăр çухалнă ятсăр салтак мар...

Павловсен династийĕ Раççее сыхлас, мухтас ĕçе 400 çул ĕнтĕ чыслăн парăнса пурăнать. Пĕр çемьен 9 ывăлĕпе 1 хĕрĕ - пурте пакунпа, вĕсен ачисем те офицер тумĕ тăхăннă.

23 Çу, 2015

Йывăрлăхпа туптаннă çамрăклăх

Атте Александр Орлов 1914 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Ефремкасси ялĕнче тулли мар çемьере кун çути курнă. Вĕренÿ çинчен шухăшлама май пулман унăн. Мухтав Турра, куçлă-пуçлă, алă-ураллă. Ачалăхĕ кĕтÿ кĕтнинчен пуçланнă. Ÿсерехпе çапах та хăй тăрăшнипе шкулта вĕренме пуçланă вăл.

Pages